Комментари хушас

22 Чÿк, 2021

Футбол уйĕсем – ял-хула сăн-сăпачĕшĕн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура спорт министрĕ Василий Петров футбол уйĕсем тăвас ĕçпе паллаштарчĕ.

Кăçал республикăра 11 футбол площадки тунă. Вĕсенчен саккăрăшĕ — районсенче. Министр шучĕпе, спортри пысăк çитĕнӳсемпе шăпах ял çамрăкĕсем тĕслĕх кăтартаççĕ, çавна май футбол уйĕсене ытларах районсенче туни вырăнлă. Паллах, вĕсемпе тухăçлă усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе Елчĕксен тĕслĕхĕ кăтартуллă. Футбол уйне шкул çывăхĕнче тунă та — шкул ачисемшĕн лайăх, çав вăхăтрах унпа районта пурăнакансем те усă курма пултараççĕ. Çак опыт, иккĕленмест Василий Владимирович, ытти районпа хулашăн та усăллă пулмалла.

Василий Петров çак площадкăсем республикăри футбол аталанăвне ырă витĕм кӳрессе шанать. Ку енĕпе Шупашкарти спорт шкулĕ çумĕнче ачасен футбол центрне йĕркелени — чăннпех пысăк пулăшу. Халь ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлеме тренерсем те пур — 44 тренера тӳлевсĕр майпа ятарласа вĕрентнĕ. Олег Николаев çак ĕçе ырласа хакларĕ, футбол уйĕсем, ун шучĕпе, спорт валли уйăракан укçапа тухăçлă усă курассине кăна мар, ял-хула сăн-сăпатне илĕртӳллĕрех тăвассине те тивĕçтереççĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: