Спорт

19 Ака, 2021

«Шупашкар хурчкисем» – иккĕмĕш

Иртнĕ шăматкун Барнаулта баскетболпа Раççей чемпионачĕ вĕçленнĕ. Унта арçын командисем тупăшнă.

Пĕрремĕш вырăна «Барнаул» никама та парасшăн пулман, чи нумай очко пухса «ылтăн» çĕнсе илнĕ. «Шупашкар хурчкисем» кĕмĕл призерсем пулса тăнă. Палăртмалла, пĕтĕмлетӳ тăрăх MVP титула Шупашкар дружинин выляканĕ Павел Кольцов тивĕçнĕ.

www.hypar.ru Фото sport.cap.ru

10 Ака, 2021

Шахмат патши чăваш ачисене мухтарĕ

Тĕнче чемпионачĕсенче 16 хут мала тухнă Анатолий Карпов гроссмейстер Шупашкара çитрĕ. Паян вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорткомплексĕнчи турнира хутшăнчĕ — пĕр вăхăтра 14 шахматиста хирĕç вылярĕ.

Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулура ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа Анатолий Карпов Чăваш Енри шахмат спорчĕн аталанăвне сÿтсе явнă. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче республикăра шахмат енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ. Пысăк шайри ăмăртăва тĕрлĕ регион спортсменĕ çитме палăртнă.

10 Ака, 2021

Помост çинче - ветерансем

Акан 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе Раççeй ăмăртăвĕ иртет. Помост çине ветерансем тухaççĕ.

Чăваш Ен тĕп хулине 36 регионти спортсмен килсе çитнĕ. Çак йышра ăмăртусене тренерпа та, хăй тĕллĕн хатĕрленекен те пур.

Паян помост çине хĕрарăмсем те, арçынсем те тухрĕç. Тĕрлĕ виçe категорийĕнче тупăшакансем чи пыcăк наградăсене илессишĕн ăмăртрĕç.

9 Ака, 2021

Шупашкарта — Пĕтĕм тĕнчери гроссмейстерсем

Паян Шупашкарта хăвăрт шахмат енĕпе Раççей ăмăртăвĕ уçăлчĕ. Унта çĕршывăмăрăн тĕрлĕ регионĕнчен çитнĕ 136 шахматист хутшăнать. Унсăр пуçне республикăна 16 гроссмейстер çитнĕ.

2 Ака, 2021

Çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев фристайлистсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе курнăçрĕ. Тĕл пулăва тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем Валерипе Никита Васильевсем, спорт министрĕ Василий Петров, Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Николай Лисин хутшăнчĕç.

Pages