Чӑваш Енре - спорт уявӗ
Паян Шупашкарти Мускав çыранӗнче хӑвӑрт утас енӗпе Раççей чемпионачӗ тата первенстви уçӑлчӗ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков паян чӑннипех те спорт кунӗ пулнине палӑртрӗ - ирхине ЧР Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа, РФ Патшалӑх Думин Национальноçсен ӗçӗсен комитечӗн председателӗпе Валерий Газзаевпа пӗрле Aтӑл стадиона реконструкци тума пӗрремӗш чул хунӑ.
Валерий Газзаев ӑмӑрту йӗркелӳçисене тав турӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Чàваш Енре олимп чемпионӗсем пуррине, малашне те пулассине каларӗ, Олег Николаев спорта, уйрӑмах çӑмӑл атлетикӑна, тимлӗх нумай уйӑрнине палӑртрӗ, Олег Алексеевич ача чухне хӑй те çӑмӑл атлетикӑпа кӑсӑкланнине асӑнчӗ.
Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ ята кӑçaл 50 км чупса чемпион пулнӑ Кузбасс спортсменкине Маргарита Никифоровӑна пачӗç. Паллӑртмалла - Маргаритӑн йӑх тымарӗ Чӑваш Енрен.
www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...