Олимпиецсемпе мухтанатпăр

14 Утă, 2021

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Токиора çуллахи Олимпиада пуçланĕ. Унта Чăваш Ен чысне 4 спортсмен: Владислав Поляшовпа Елена Герасимова /спорт гимнастики/, Сергей Козырев /ирĕклĕ мелпе кĕрешесси/, Анжелика Сидорова /шăчăпа сикесси/ хӳтĕлĕ. Японие тухса каяс умĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев олимпçăсене çитĕнӳпе таврăнма сунчĕ. Вĕсем ВКС мелĕпе калаçрĕç.

Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, Олимпиадăна лекни — пысăк çитĕнӳ. «Эсир хăвăр çитĕнĕвĕрсемпе тĕнчери чи пысăк ăмăртăва хутшăнма тивĕçнĕ. Сиртен çĕнтерӳсем кĕтетпĕр. Эсир лайăх результатсемпе палăрасса шанатпăр. Çамрăк спортсменсем сиртен тĕслĕх илеççĕ», — терĕ регион ертӳçи. Олимпиецсем спортсменсене пулăшса пынăшăн тав турĕç. «Чăваш Ен аталанса пынăшăн савăнатăп. Шупашкар çултан çул илемленсе пырать. Тăван хулана килмессерен çыранпа залив хĕрринче уçăлса çӳреме кăмăллă», — терĕ Владислав Поляшов.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.
 

Рубрика: 

Комментари хушас