Спорт

12 Нарăс, 2021

Шăматкун – йĕлтĕрпе ярăнма

Чăваш Енре спортпа сывлăха халалланă кăçалхи пĕрремĕш уяв çывхарать.

Нарăсăн 13-мĕшĕнче республикăри тата муниципалитетсенчи спорт учрежденийĕсем сывлăха çирĕплетес текенсене йышăнма хатĕр. Бассейна, спорт лапамне, тренажер тата фитнес залне, катока тӳлевсĕрех кĕме пулĕ.

25 Кăрлач, 2021

Çĕрпӳсем Пăр керменĕшĕн

Çĕрпӳ хулинче Пăр керменĕ çĕклес ыйтупа ятарлă канашлу иртнĕ.

Проектпа сметăллă документаци тата техника ыйтăвĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Беккер, унăн çумĕ - вĕренӳпе социаллă аталану пайĕн ертӳçи Алла Волчкова тата техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Павел Михайлов сӳтсе яврĕç.

Кăрлачăн 26-мĕшĕччен документсен пакетне Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствине ăсатма хатĕрлесе çитерĕç.

11 Кăрлач, 2021

Ирĕклĕ кĕрешекенсем тупăшнă

В.Н. Кочков ячĕллĕ олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче ирĕклĕ кĕрешӳ турнирĕ иртнĕ.

Спорт мероприятине Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Иван Григорьева халалланă. Унта Чăваш Енри тата Чулхула облаçĕнчи 13-14 çулсенчи 70-е яхăн кĕрешӳçĕ хутшăннă.

17 Раштав, 2020

Шупашкарти шкулсенче — катоксем

Шупашкарти шкулсенче хоккей курупкисем йĕркелеме хула бюджетĕнчен укçа уйăрнă.

Халĕ вĕсенче15 катокпа хоккей курупки ĕçлет. Вĕсем 5-мĕш, 46-мĕш лицейсенче, 4-мĕш, 44,-мĕш гимназисенче,  1-мĕш, 23-мĕш, 42-мĕш, 43-мĕш, 45-мĕш, 48-мĕш, 50-мĕш, 53-мĕш, 56-мĕш, 60-мĕш, 65-мĕш шкулсенче пур.

www.hypar.ru
Вера Титова хатĕрленĕ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Pages