Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ.
Çынсене республикăн тата муниципалитетсен харпăрлăхĕсенчи спорт сооруженийĕсене тÿлевсĕр кĕртмелли çак куна 2014 çлтанпа уйăхра пĕрре йĕркелеççĕ. Ку вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе пулса пырать. Сывлăхпа спорт кунĕнче бассейнсене, тренажер тата фитнес залсене кĕме ирĕк параççĕ. Пушă вырăн хăш вăхăтра пулассине пĕлес тесен спорт учрежденийĕсемпе шăнкăравласа ыйтмалла.
Нумаях пулмасть Чăваш Ен Çăмăл атлетика федерацийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Унта çитес пилĕк çула ертÿçĕне суйланă.
Пухурисем федерацин председателĕ пулма пĕр шухăшлăн Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе тава тивĕçлĕ спорт мастерне, Олимп вăййисене икĕ хутчен хутшăннă, тĕнче тата Европăри марафон чупăвĕнче чемпионка пулса тăнă Елена Ивановăна шаннă. Паллă спортсменка хальхи вăхăтра Шупашкарти 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕнче ĕçлет.
Раççей биатлонĕн шанчăкĕ, Чăваш Ен мухтавĕ Татьяна Акимова пысăк спорта таврăннă. Вăл Тюмень хулинче çак кунсенче иртекен çуллахи биатлон чемпионатне хутшăнать. Чăваш Ен Спорт министерствинче çак йĕркесен авторĕ уçăмлатнă тăрăх, пирĕн тăрăхран унта урăх пĕр спортсмен та хутшăнмасть.
Иртнĕ канмалли кунсенче Кама юхан шывĕ хĕрринче Пермь марафонĕ иртнĕ.
2 кунлăх спорт уявне Раççейри 40 регион спортсменĕ пуçтарăннă. Ăмăрту паллине — «чĕрене» — спортсменсем кăкăр умне çыпăçтарнă — пациентсене коронавирусран çăлакан тухтăрсене çапла тав тунă.
Чăваш спортсменки, тĕнче класлă спорт мастерĕ Алина Прокопьева марафонра «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ. Вăл 42,2 километра 2 сехет те 29 минут та 9 çеккунтра чупса тухнă.