Стационарта çын шучĕ ӳссе пырать
Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.
Ачасен хушшинче чирлекен сахалланнипе тепĕр эрнере пуçламăш тата 9-11-мĕш классем шкула çӳреме пуçлĕç, ыттисем дистанци мелĕпех пĕлӳ илĕç. Анчах Канашпа Çĕмĕрле хулисенчи шкулсенче чирлекен нумайланнă, çавăнпа вĕсене дистанци мелĕпе вĕренмешкĕн куçарма сĕнчĕç. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров каланă тăрăх, ку мелпе 110 шкул ĕçлет. Вĕренӳ учрежденийĕсенче 400 ытла /иртнĕ эрнере 1200 çын пулнă/ ачана инфекци ернĕ.
Пирĕн республикăра, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, лару-тăру çăмăлах мар. Хальхи вăхăтра килте сипленекенсен шучĕ 10 пинрен иртнĕ. «Стационарта та пациентсен шучĕ ӳссех пырать. Çавăнпа ковид уйрăмĕсенче койкăсен шутне ӳстерме йышăнтăмăр. Çĕнĕ Шупашкар больницин стационарĕ те «хĕрлĕ зонăна» çаврăнĕ. Сахăр диабечĕпе нушаланакансемпе тулли кĕлеткеллисем уйрăмах нумайланчĕç. Чылайăшĕн ӳпки 60-70 процент таран сиенленет», — терĕ Владимир Геннадьевич. Больницăна лекнисен 99 проценчĕ вакцинаци туман-мĕн. Пирĕн республикăра 650 пин çын /72 процент/ прививка тутарнă. Анчах аслă ӳсĕмрисен хушшинче вакцинациленекен нумаях мар — 61 процент. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каланă тăрăх, ку енĕпе социаллă учреждени специалисчĕсем нумай ĕç тăваççĕ. Ватă çынсемпе курса калаçаççĕ, вакцинаци пунктне çитме пулăшаççĕ е киле пырса прививка тăвассине йĕркелеççĕ. Юлашки вăхăтра соцслужба ĕçченĕсем аслă ӳсĕмрисене эмелпе тата апат-çимĕçпе тивĕçтерес ĕçе вăйлатнă. Ятарлă бригадăсем 100 ытла çын патне çитсе килнĕ.
ОРВИпе чирлекен те сахал мар. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен шучĕ 25 хут ӳснĕ. Калăпăр, иртнĕ эрнере 21 пин тĕслĕхе шута илнĕ, çак йышра ача-пăча шучĕ — 24 процент. Ĕçлекен çынсем ытларах чирлеççĕ-мĕн. Çавăнпа яланах сыхă пулмаллине, асăханулăх пирки манмалла маррине палăртрĕ вăл. Пандеми вăхăтĕнчи хăрушсăрлăх мерисене епле пăхăннине мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем чылай çитменлĕх /100 ытла/ тупса палăртнă, 29 протокол çырнă. Йĕркене пăхăнманнисем суту-илӳ предприятийĕсемпе транспортра уйрăмах йышлă-мĕн.
Цифра министрĕ Кристина Майнина 122 номер служби епле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Юлашки вăхăтра шăнкăравсен шучĕ 10 хут ӳснĕ. Ку ĕçе медицина катастрофин центрĕнчи 30 оператора тата МФЦ ĕçченĕсене /8 çын/ явăçтарнă. Çĕнĕ колл-центрта 25 специалист шăнкăрав йышăнать.