Спорт

6 Çĕртме, 2022

Кĕрешÿре – пĕрремĕш

Астрахань хулинче иртнĕ Раççей чемпионатне 200-е яхăн спортсмен хутшăннă.

Чăваш Енри ММА хутăш çар кĕрешĕвĕн федерацийĕн воспитанникĕсем лайăх кăтартупа савăнтарнă. Çĕршыв чемпионĕ титула пирĕн Фарход Рахмоналиев çĕнсе илнĕ. Вăл 52,2 кг виçеллисен категорийĕнче тупăшнă. Ольга Васеева вара 47,6 кг виçеллисен ушкăнĕнче «бронзăллă» пулнă.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

18 Ака, 2022

4 медаль çĕнсе илнĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен гимнасчĕ Владислав Поляшов Атăлçи команди йышĕнче Хусанти наци чемпионатне хутшăннă.

Олимп вăййисенче тупăшнă Владислав ку чемпионатра пур тĕрлĕ медале те тивĕçес тенĕ пулмалла. Маларах «ылтăн» тата «кĕмĕл» илнĕскер ăмăртăвăн пĕтĕмлетӳ кунĕнче икĕ «бронзăллă» пулнă. Пĕрне каштасем çинче хăнăхтарусем пурнăçласа 14 балл пухнăшăн тивĕçнĕ, теприне — перекладина çинчи хăнăхтарусемпе 13,266 балл илнĕшĕн.

11 Ака, 2022

Чăваш спортсменĕсен – «ылтăн»

Хусан хулинче Спорт гимнастикин Раççей чемпионачĕ иртет. Унта чăваш спортсменĕсем пысăк кăтартупа савăнтарчĕç.

Олимп резервĕсен 6-мĕш спорт шкулĕн гимнастки Елена Герасимова пĕрене çинче хăнăхтарусем пурнăçласа 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Палăртмалла: Елена Токиори олимпиадăна та хутшăннăччĕ. Екатерина Андреева вара Раççей юниор первенствинче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Pages