«Ылтăнлă» пулнă
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/12/sportivnyy_turizm.jpg)
Мускавра спорт туризмĕ енĕпе иртнĕ Раççей кубокĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсен ячĕсене пĕлтернĕ.
2022 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх «маршрут» дисциплинăсен ушкăнĕнче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди «ылтăн» çĕнсе илнĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Мускав облаçĕн тата Мускав командисем йышăннă. Пирĕн республикăн командинче лайăх кăтартупа савăнтарнисем: Владимир Атачкин, Сергей Алексеев, Надежда Иванова, Федор Ильин, Алексей Николаев тата Максим Шарыпкин. Спортсменсем 22 кунра 170 километр утнă, 14 пин метр çÿллĕше парăнтарнă. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 14-мĕшĕччен Чăваш Ен команди тĕрлĕ чăрмава парăнтарса ту çине хăпарнă. Нахашбит ту каççин маршручĕпе кайса тĕп башня таран туристсенчен пĕрремĕш утса çитнĕ.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ