37-мĕш турнир тупăшăва йыхравлать
Авăнăн 14-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çуртĕнче кире спорчĕ енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир ирттерессипе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ.
Унта РФ кире спорчĕн федерацийĕн республикăри уйрăмĕн ертӳçи Юрий Карпов, унăн заместителĕсем Анатолий Семеновпа Зинон Иванов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Спорт министерствин представителĕ тата ыттисем хутшăнчĕç. Юрий Михайлович «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăрту мастерсен турнирĕ пулнине аса илтерчĕ. Унта норматива пурнăçлакансене РФ спорт мастерĕн ятне параççĕ. Ăна 2016 çулта çирĕплетнĕ, турнира РФ Спорт министерствин мероприятийĕсен календарьне кĕртнĕ.
Пĕтĕм Раççейри турнира чӳк уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртттерме йышăннă. Программăна ветерансен, яшсен ăмăртăвĕсене кĕртнĕ тата ун чухнех Чăваш Ен чемпионачĕ иртĕ. Тĕп судья тивĕçĕсене пурнăçлама Санкт-Петербургри Аркадий Семенова шаннă, тĕп секретарь — Хĕрлĕ Чутайри Юрий Бронюков. Турнирта 20 спорт судйи ĕçлĕ, вĕсенчен 7-шĕ — Пĕтĕм Раççей категориллĕ.
Аса илтеретпĕр, «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен турнира 1983 çулта пуçарса янă. Пандемие пула 2020-2021-мĕш çулсенче ăна ирттермен.