Комментари хушас

18 Утă, 2022

15 медальпе таврăннă

Чĕмпĕр хулинче çăмăл атлетика енĕпе Раççей кубокĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен спортсменĕсем 12 — ылтăн, 2 — кĕмĕл, 1 бронза медаль çĕнсе илнĕ.

Çĕршыв шайĕнче иртнĕ ăмăртăва 35 çултан аслăрах 120 ытла спортсмен хутшăннă. 60 çулран аслăраххисен ушкăнĕнче Наталия Кузьмина 800 тата 1500 метр дистанцисене чи малтан чупса тухнă. 75 çултан аслăраххисен йышĕнче 400 тата чăрмавсемлĕ 60 метр дистанцисенче Валентин Харитонова çитекен пулман. 80 çултан аслăраххисен ушкăнĕнче 100 метр чупса тата етре тĕртсе Николай Алексеев «ылтăн» çĕнсе илнĕ. 5 пин метр утассипе — Алевтина Судеркина /55+/, Нина Жукова /60+/ тата Виктор Семенов /70+/, 5 пин метр чупассипе — Тамара Краснова /70+/, 100 метр чупассипе Николай Шихмачев /60+/ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 70-тен аслăрах ветерансен ушкăнĕнче Людмила Михуткина 5 пин метр утса — «ылтăна», 400 метр чупса «бронзăна» тивĕçнĕ. Надежда Лаврентьева /55+/ — 5 пин метр утса, Иван Семенов /65+/ вара 400 метр чупса «кĕмĕллĕ» пулса тăнă. Хăйсен ушкăнĕсенче Тамара Краснова, Алевтина Судеркина тата Виктор Семенов Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: