Спорт

2 Ака, 2022

Шăпине хоккейпа çыхăнтарнă

Юрий Долгов - хоккеист, РФ спорт мастерĕ. Çĕнĕ Шупашкар ачи "Сокол" спорт клубĕнче пĕрремĕш утăмсене тунă. 16-ра ăна Чулхулари "Торпедо" командине илнĕ. 1996 çулта команда юниорсен Европа чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Хоккеистсен Аслă лигин чемпионĕ 2011 çулта спорт карьерине вĕçлесе Чăваш Ене таврăннă, тренер ĕçне пуçăннă.

Паян Юрий Геннадьевич Шупашкарти хоккей аталанăвĕн центрĕнче "Сокол-2007" командăпа ĕçлет. Пултаруллă тренерпа унăн воспитанникĕсем çинчен "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕсенче вуласа пĕлме пултаратăр.

28 Пуш, 2022

Маунтинбайк ăмăртăвӗнче - «ылтăн»

Иртнĕ канмалли кунсенче Краснодар крайĕнче маунтинбайк енĕпе Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Чăваш спортсменĕ Алексей Анисимов 17-18 çулсенчисен ушкăнĕнче «ту çине ăмăртмалла хăпарасси» дисциплинăра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 2 километра вăл 19 минут та 49 çеккунтра парăнтарнă. Палăртмалла: Алексей — Олимп резервĕсен В.Ярды ячĕллĕ 7-мĕш спорт шкулĕн тата Шупашкарти В.М. Краснов ячĕллĕ олимп резервĕсен училищин воспитанникĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ.

21 Пуш, 2022

Мулендеев - чемпион

Фристайлăн «слоуп-стайл» дисциплининче каллех чăваш спортсменне çитекен пулман.

Пуш уйăхĕн 14-20-мĕшĕсенче Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинче фристайл чемпионачĕ иртнĕ. Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче хатĕрленекен Дмитрий Мулендеев пысăк кăтартупа палăрса 1-мĕш вырăна тухнă. Палăртмалла: ку дисциплинăра вăл наци чемпионачĕн 2-мĕш ылтăн медальне çĕнсе илнĕ ĕнтĕ. «Биг-эйр» дисциплинăра вара Дмитрий кĕмĕл медальлĕ пулнă.

www.hypar.ru

Pages