Кĕрешÿшĕн – сертификат

16 Çĕртме, 2022

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра тренерсем валли наци кĕрешĕвĕпе вĕрентӳ иртнĕ. Кун пеки халиччен пулманччĕ.

Çак кунсенче пирвайхи вĕренекенсене пĕлĕве ӳстермелли курса ăнăçлă вĕçленĕшĕн сертификат панă. Вĕсем — республикăри тата муниципалитетсенчи спорт шкулĕсен тренерĕсем. Лекцисен вăхăтĕнче вĕсем чăвашсен наци спорчĕн — кĕрешĕвĕн — ĕмĕрхи историне тата хăйне евĕрлĕхне пăхса тухнă. Çавăн пекех тренер ĕçне мĕнле йĕркелемеллине, ăмăртусем ирттерес кăткăслăха, çамрăк кĕрешӳçĕсен ăсталăхне мĕнле аталантармаллине вĕрентнĕ. Залри тренировкăсенче кĕрешĕвĕн тĕрлĕ йышши меслечĕсене алла илме пулăшнă. Палăртмалла: çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Куславккара тата Шупашкарти «Амазони» паркра кĕрешӳ турнирĕ иртĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас