Чăваш самбисчĕсем 6 медальпе таврăннă
Хусанта 18-20 çулсенчи самбистсен Раççей первенстви иртнĕ. Пирĕн спортсменсем 1 ылтăн, 2 кĕмĕл, 3 бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Ăмăртура çĕршыври 56 регионтан килнĕ 600 ытла спортсмен тупăшнă. 71 килограма çити таякансен хушшинче пирĕн Даниил Орлов — 2-мĕш, Никита Александров 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. 58 килограмран çăмăлраххисен ушкăнĕнче Фирзан Дилмиев — 2-мĕш, Павел Иванов вара 3-мĕш картлашкана хăпарнă. 50 килограмран сахалрах таяканнисен йышĕнче Софья Емелюковăна çитекен пулман. Яна Варламова вара 54 килограма çити таякансен хушшинче «бронза» çĕнсе илнĕ.
www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ