Сунарҫӑсем тупӑшнӑ

13 Пуш, 2022

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче сунарҫӑсен биатлонӗ иртнӗ. Унта "спортсменсемпе" хӑнасем хамӑр республикӑри районсенчен, ҫавӑн пекех Тутар, Мари тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ.

Тупӑшӑва 18 ҫултан аслӑрах сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Вӗсен ҫумра паспорт, сунар билечӗ, ШӖМ хӗҫ-пӑшал тытма тата упрама ирӗк пани, сунар пӑшалӗ, йӗлтӗр (сарлакӑшӗ 12 см кая мар), сунарҫӑсен ятарлӑ тумӗ тата сунар йытти пулмалла.

Ӑмӑртӑва хутшӑннисем малтан 1,5 км чупса тухнӑ, хыҫҫӑнах - 30 метртан тӗл пенӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Мари Республикинчен килнӗ сунарҫӑсем тивӗҫнӗ, иккӗмӗшсем - Каҫалсем, виҫҫӗмӗшсем вара Канашсем пулнӑ. Пурне те асӑнмалӑх парнепе хавхалантарнӑ. Уява пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ,  ҫавӑн пекех хӑнасемпе "Волчье логово " хӑна ҫуртӗнче экскурси ирттернӗ.

www.hypar.ru Фото yaltch.cap.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас