Кун хыççăн кун

10 Раштав, 2019

Кедр çынсене чунпа çывăхлатать

Красноармейскисем 32 çухрăм тăршшĕ раща ÿстересшĕн

«Хурăн вăрманĕнче савăнма, хир вăрманĕнче ĕçлеме, кедр вăрманĕнче çут çанталăкпа, Турăпа çывăхланма лайăх», — теççĕ. Çакна асра тытаççĕ Красноармейски салинче пурăнакан Мефодьевсем. «Çут çанталăка илемлетмелле. Çакăнтан пысăк ĕмĕт пирĕн çук. Çынсем чунпа хитререх, савăнăçлăрах пулччăр, юратура пурăнччăр, Трак ен кăна мар, Чăваш Республики, Раççей кедр тăрăхĕ пулса тăтăр. Пирĕн ачасем таса сывлăшпа сывлаччăр», — теççĕ Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевич.

9 Раштав, 2019

Çул çăмăлттайлăха каçармасть

Елчĕк районĕнче шăматкун каçхине хăрушă авари пулнă. Виçĕ çамрăк пурнăçĕ татăлнă. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессин ыйтăвĕнчен пуçланни пĕртте кĕтменлĕх пулмарĕ.

9 Раштав, 2019

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем конкурсра çĕнтернĕ

ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви журналистсем хушшинче ирттернĕ «Чăваш Ен террора хирĕç» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те пур. «Республикăри пичет кăларăмĕсенчи чи лайăх материал» номинацире «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Андрей Михайлов çĕнтернĕ. Унăн «Ют ачасене кăмăллакан кăна хăйĕннисене юратать» статйине комисси членĕсем пысăк хак панă.

9 Раштав, 2019

Çирĕп кил-йыш ĕçре пиçет

Виççĕри Ульянăн пĕр вырăнта аптăраса тăма вăхăт та, кăмăл та çук. Капăр чăваш çи-пуçĕллĕ пĕчĕк чиперук чăлт шурă кĕпе арки-çанни вараланасран сыхланмасăрах ĕçе пуçăнчĕ. И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Культура çуртĕнче фойере вырнаçтарнă чăрăш айне купаланă тетте-парне курупкисене мĕнле кăна хурса-майлаштарса пăхмарĕ-ши? Унăн çемйине — Элĕк районĕнчи Мăн Кăканар ялĕнче пурăнакан Семеновсене — республикăри «Çулталăк çемйи» конкурс пĕтĕмлетĕвне хутшăнма йыхравланă. Çичĕ ачаллă çемьере Ульяна — чи кĕçĕнни умĕнхи.

6 Раштав, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисемпе тĕл пулчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисемпе тĕл пулчĕ. "Хăвăр ĕçĕре чунтан пурнăçлани çитĕнÿ тума пулăшать. Спектакльсене районсенчи çĕнĕ те хăтлă клубсенче кăтартмалла. Искуство пуласлăхĕ çамрăксенче", - палăртрĕ Михаил Васильевич. 

Pages