Çирĕп кил-йыш ĕçре пиçет

9 Раштав, 2019

Виççĕри Ульянăн пĕр вырăнта аптăраса тăма вăхăт та, кăмăл та çук. Капăр чăваш çи-пуçĕллĕ пĕчĕк чиперук чăлт шурă кĕпе арки-çанни вараланасран сыхланмасăрах ĕçе пуçăнчĕ. И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Культура çуртĕнче фойере вырнаçтарнă чăрăш айне купаланă тетте-парне курупкисене мĕнле кăна хурса-майлаштарса пăхмарĕ-ши? Унăн çемйине — Элĕк районĕнчи Мăн Кăканар ялĕнче пурăнакан Семеновсене — республикăри «Çулталăк çемйи» конкурс пĕтĕмлетĕвне хутшăнма йыхравланă. Çичĕ ачаллă çемьере Ульяна — чи кĕçĕнни умĕнхи. Лара-тăра пĕлмен хĕр пĕрчи ашшĕпе амăшĕ зала кĕрсе вырнаçмаллине каласан та хăйне килĕшнĕ ĕçрен хăпасшăн пулмарĕ.

Лаша кÿлме те, утланма та вĕреннĕ

Асăннă кил-йыш 2000 çулта чăмăртанма пуçланă. Шупашкарта çитĕнекен Светлана Петрова ача чухне çуллахи вăхăтра хăйĕн мăн аккăшĕсем патне тăтăшах килсе çÿренине Григорий Семенов пĕлнĕ. Хĕрачапа калаçсах курман. Ялти каччă салтакран килсен çамрăксемпе пĕрле шкулти Çĕнĕ çул уявне çитсе курма кăмăл тунă. Савăнăçлă çав каçра хула хĕрĕпе, ун чухне педагогика колледжĕнче вĕренекенскерпе, сăмах хушма хăю çитернĕ йĕкĕт.
— 5 çул туслă çÿресен эпĕ пурнăç йĕркелеме шанчăклине тинех ĕненчĕ-ши савнă хĕрĕм — туй тума шухăш тытрăмăр. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ — пирĕн çемье йĕркеленнĕ кун, — иртнине аса илчĕ йышлă кил хуçи Григорий Иванович.
— Эпĕ яла качча каяссине пĕлсен аттепе анне шутсăр куляннăччĕ. Хăйсем ялта çăмăл мар пурнăçпа çитĕннĕ, ял хĕрарăмĕн мĕн таран çирĕп те ĕçчен пулмаллине пĕлеççĕ — çавăнпа шикленнĕ-тĕр. Ача чухнех кукамай патĕнче тĕрлĕ ĕçе хутшăннăскерне хама канăçсăр кунти пурнăç питех хăратмарĕ пулас, — кил ăшшин управçин мăшăрлану тавра хăйĕн аса илĕвĕ.
Сăмах май, хĕр чухне вырăсла-чăвашла хутăш калаçнăскер хальхи вăхăтра тап- таса та пуян тăван чĕлхепе шăкăлтаттарать. Культура тытăмĕнче ĕçленĕ май ертсе пыракан тивĕçĕ тăтăшах тиеннĕрен илемлĕ пуплеве çине тăрса хăнăхнă хулара çитĕннĕ хĕрарăм.
Григорисен çемйинче — виçĕ ывăл. Кĕçĕнни мар та — уйрăлса тухмах тивнĕ. Тĕрĕссипе, пĕрлешсен ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăнманпа пĕрех. Тăван килĕнчен инçех те мар кивĕ çурт туяннă. Авланичченех хуралтăсем çавăрма тытăннă-ха вăл. Çурт хăпартма пикенсен вара... ком-муникаци мĕн пур ырлăхĕпе тивĕçтернĕ хваттерте çитĕннĕ Светлана та ĕç лашинех çаврăннă. Тепĕр тесен «лаша» сăмах та ахальтен чĕлхе çине килмерĕ: çамрăк çемье хуçалăхра тĕрлĕ ытти выльăхсăр пуçне 4 лаша таранах тытнă. Çамрăк арăм ăна кÿлме те, янаварпа пахчара ĕçлеме те вĕреннĕ. Хăватлă выльăх ĕрĕхсе каясси те часах — Некрасов поэминчи пек ăна чарма та хăнăхнă хăюллă та харсăр хĕрарăм.
Икĕ хутлă капмар çурта çуллахи тапхăрта икĕ уйăхра никĕслесе пурăнма куçнă вĕсем.
— Ун чухне мĕнле тÿснинчен хамăр та тĕлĕнетпĕр. Стройка пырать, выльăх- чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк картиш тулли, пысăк анкартинче çум курăк пачах çывăрмасть, ачасем пĕчĕк... — куç умне кăларать халĕ пур çĕрте те хăтлăх хуçаланакан çуртра çемье ăшшине тытса тăракан пирĕшти евĕр хĕрарăм.
Мăшăр хăйсен тĕпренчĕкĕсем çураличчен тăванĕсен ачисене — ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнăскерсене — хăйсен ăшă çуначĕ айне илнĕ. Станиславпа Сергей Элĕкри шкултан вĕренсе тухсан иккĕшĕ те Суворов училищинче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн асли Санкт-Петербургри çар-медицина академийĕнчен вĕренсе тухнă, службăна пуçăннă. Сергей хальхи вăхăтра — Дзержинскра хĕсметре.
Паянхи кун килĕнче пурăнаканни – тăватă ача. Дарья, нумаях пулмасть шкулпа сыв пуллашнăскер, Çĕнĕ Шупашкарти техникумра ăс пухать. Даниил — Элĕкри шкулта 10-мĕш класра, Софья Юнтапара 3-мĕшĕнче пĕлÿ илеççĕ. Виççĕри Ульянăпа çичĕ уйăхри Гавриил хальлĕхе амăшĕ çумĕнчен хăпайман-ха.
Çичĕ ача çитĕнтерекен мăшăр ĕçре те — пуриншĕн тĕслĕх. Музыка пĕлĕвĕ илнĕ Светлана Вячеславовна малтан икĕ вырăнта — шкулта тата культура çуртĕнче — музыкантра вăй хунă. Юлашки çулсенче, кĕçĕннине çуратиччен, Юнтапари шкулта юрă-кĕвĕ урокĕсене ертсе пынă, шкул директорĕн çумĕнче тăрăшнă вăл. Григорий Иванович — Юманлăхри клуб ертÿçи. Пултарулăх каçалăкĕнче те, килти пекех, мăшăр ялан пĕр-пĕрне пулăшса пырать. Акă Светлана Вячеславовна Юманлăхри «Çăл куç» пултарулăх ушкăнне ертсе пырать.
— Районти пĕр культура мероприятийĕ те сирĕн çемьесĕр иртмест-тĕр? — хуравне пĕлсех ыйтатăп.
— Çапла. Халĕ килти хуçалăхра лаша тытмастпăр. Усранă çулсенче Çăварнире яланах килти урхамахсене илемлетсе ачи- пăчипе пĕрле уява тухаттăмăр, — туслă йыш обществăра та хастаррине ĕнентереççĕ килĕшÿллĕ мăшăрăн сăмахĕсем.
Çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕ — пĕрлехи ĕç. Çапла шухăшлаççĕ пĕр сукмакпа 20 çула яхăн утаканскерсем. Хăйсене пулăшса пынăшăн çывăх çыннисене, тăванĕсене тав тăваççĕ. Уйрăмах — Светлана Вячеславовнăн амăшĕн йăмăкне Валентина Петровăна. Элĕк районĕнчи Илленушкăнь ялĕнче пурăнаканскер 40 çул ытла районти медицина васкавлă пулăшăвĕн тытăмĕнче фельдшерта ĕçленĕ.
— Гришăн та, манăн та çут тĕнче кăтартнă çыннăмăрсем çĕре кĕнĕ. Хальхи вăхăтра Валентина Васильевна пирĕншĕн — чăн-чăн анне вырăнĕнче, — чунĕнчи чи ăшă туйăма палăртать çичĕ ача амăшĕ Светлана Семенова. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.