Комментари хушас

10 Раштав, 2019

Кедр çынсене чунпа çывăхлатать

Красноармейскисем 32 çухрăм тăршшĕ раща ÿстересшĕн

«Хурăн вăрманĕнче савăнма, хир вăрманĕнче ĕçлеме, кедр вăрманĕнче çут çанталăкпа, Турăпа çывăхланма лайăх», — теççĕ. Çакна асра тытаççĕ Красноармейски салинче пурăнакан Мефодьевсем. «Çут çанталăка илемлетмелле. Çакăнтан пысăк ĕмĕт пирĕн çук. Çынсем чунпа хитререх, савăнăçлăрах пулччăр, юратура пурăнччăр, Трак ен кăна мар, Чăваш Республики, Раççей кедр тăрăхĕ пулса тăтăр. Пирĕн ачасем таса сывлăшпа сывлаччăр», — теççĕ Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевич.

Красноармейскисен «Виçĕ хĕвелĕ»

Вĕсен пуçарăвĕпе Красноармейски салине пырса кĕнĕ çĕрте «Виçĕ хĕвел» парк йĕркеленĕ. Унта ытларах кедрсем лартнă. Мĕншĕн кедра уйрăмах кăмăллаççĕ-ха вĕсем?
«Сăмахăма Красноармейски салине мĕнле лекнинчен пуçлас. Эпĕ Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнчен, мăшăрăм Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара çуралнă. Эпир И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнче вĕреннĕ чухне паллашрăмăр. Диплом илсен пĕрлешрĕмĕр, Шупашкарта инженерта ĕçлерĕмĕр. Ун чухне 2 пÿлĕмлĕ хваттерте икĕ çемье пурăнаттăмăр. Икĕ ывăл çуралсан пĕчĕк пÿлĕм тăвăрланчĕ. Красно-армейскинче газ уçлакан станцире ĕçлекенсене хваттер хăвăртрах пани пирки илтрĕмĕр те яла куçса килтĕмĕр. Асăннă станцире мăшăрăмпа иксĕмĕр те инженерта вăй хутăмăр. Кунта тепĕр ывăл çуралчĕ. 5 сотка çĕр пачĕç. Çапла Красноармейскине кăмăлларăмăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан çут çанталăкпа тата ытларах çывăхлантăмăр. Малтанах районти ялсем тăрăх çÿресе йывăç-тĕм, чечек лартса тăван кĕтесе илемлетекенсемпе паллашрăмăр. 3-4 çул каялла кедр ÿстерме тытăнтăмăр. Илемшĕн çунакансене кедр парнелеттĕмĕр. Малтанах кедрсене Муркаш районĕнчи паллă пахчаçăран Александр Ванюшкинран илсе килсе ырă сунса параттăмăр. Çавăн хыççăн юлташ тата нумайланчĕ. Çак ĕçе вĕсене хавхалантарас тесе тăваттăмăр. Пĕр çын тăван тăрăха илемлетеймест, çак ĕçе халăхпа тумалла», — калаçăва сыпăнтарчĕ Светлана Матвеевна.
Пĕр шухăшлисене пухас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе вĕсем 2017 çулта тăван тăрăха илемлетекенсен слетне йĕркеленĕ. Çак ĕçе тума вĕсене библиотекарьсем пулăшнă. Слета 80 çын пуçтарăннă. Пурне те кедр хунавĕ парнеленĕ. Мефодьевсемпе вулавăш ĕçченĕсен пуçарăвĕпе «Кедр тăрăхĕ — Трак ен» проект çуралнă. Мефодьевсем шкул ачисене йывăç лартма хавхалантарас тĕллевпе çулсеренех «Упа. Кедр. Йĕкел» конкурс ирттереççĕ. Пĕрремĕш çулхинех унта 200 ытла çын хутшăннă. Конкурсра 120 çын кедрлă пулнă. «Çапла ĕçлени пирĕн чун хăватне пысăклатать. Кедра пула çынсемпе туслашатпăр. Çынсене чунпа пĕрлештерекен йывăç вăл. «Пирĕн кедр ÿсет», — теççĕ урамра курсан çынсем. Эпир вĕсемпе çут çанталăк çинчен нумай калаçатпăр. Шкул ачисемпе тачă çыхăну йĕркелерĕмĕр. Ачасем йывăç лартма юратаççĕ. Анчах ăçта лартмалла вĕсен йывăçне? Ялсенче кашнин килĕнче йывăç лартнă. Эпир Красноармейски салине кĕнĕ çĕрте «Виçĕ хĕвел» парк йĕркелерĕмĕр. Эпĕ чăваш тĕррине питĕ юрататăп. Чăваш эрешĕ-çĕввинче хĕвел тĕрри нумай. Пирĕн республика ялавĕ çинче те виçĕ хĕвел. Манăн тĕрĕре те хĕвел нумай. Ав чÿрече каррисене те йăлтах хам тĕрленĕ. Чăваш тĕррине кăмăлланипе çут çанталăка ытларах юратма пуçларăм. Чăваш тĕррине юратнипе чăвашсем тĕттĕм пулманнине кăтартасшăн эпĕ. Тĕттĕм çынсем ун пек тĕрĕ тĕрлеме пултарайман. Эпĕ авалхи тĕрĕсене нумайрах тĕрлетĕп. Мĕншĕн «Виçĕ хĕвел» тетĕр-и? Çÿлте кăна мар, çынсен чунĕнче те хĕвел пултăр. Эпир йывăç лартса, тăван тăрăха илемлетсе çынсен чунĕнче ырă туйăм вăратасшăн. Çав ăшă туйăмсене кăлармалли парк вăл. Кедра чунтан юратрăмăр. Унпа интересленнĕрен интернет урлă нумай-нумай çынпа çыхăну тытатпăр. Çулталăкра пĕрре Геленджик хулинче тĕл пулатпăр. Унта пухăнакансем пурте тасалăхшăн, тăван тăрăх илемĕшĕн тăрăшакан çынсем. Эпир ĕлккенлĕхе туйса çĕр чăмăрне илемлетесси пирки шухăшлатпăр. Пĕр-пĕринпе хутшăнса авал çĕр питĕ илемлĕ пулнине ăнланса илтĕмĕр», — хавхаланса калаçрĕ Светлана Матвеевна.

Пир тĕртни мăшăра çураçтарать

Эпĕ Мефодьевсем патĕнче пулнă чухне çĕре юр шуратайманччĕ. Кил хуçисен пахчинчи йăрансем çинче мăйăртан акнă кедр хунавĕсем лайăх курăнатчĕç. Юнашарах — пихта хунавĕсем. Инçех те мар — хăйсен çемйипе лартнă тĕрлĕ йывăç плантацийĕ. Унта уртăш, темиçе тĕрлĕ вĕрене, каврăç, çирĕк, тĕрлĕ хăва, аçтăрхан мăйăрĕ, гинго билоба, амур бархачĕ, туя, Маньчжур мăйăрĕ, пин çул ÿсекен тис тата ытти те. Кăçал кăна лартнă пысăках мар тăпăл-тăпăл йывăç çурт музее аса илтерет. Кунта тĕп вырăнта — шап-шурă кăмака. Алăка уçсанах сăмсана тин пиçсе тухнă кукăль шăрши кăтăкларĕ. Чÿрече, кăмака каррисене кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрлесе капăрлатнă. Кунтах пир тĕртмелли станок вырăн тупнă. Йывăç пÿрте ура ярса пуссанах ачалăхăм аса килчĕ… Хăтлă, ырă, канлĕ, лайăх кунта… Йĕри-тавра чÿрече пулнăран — çутă. «Ачалăхра çын хăйне питĕ лайăх туять. Эпир мăшăрăмпа çакăнта çав туйăмсене аса илетпĕр. Вăл пире çĕнĕрен вăйланма пулăшать. Çуркунне валли чунпа тата вăйлăрах пуласшăн эпир. Хĕвел тухнине, аннине куратпăр. Кăмакара кукăль куллен пĕçеретĕп. Чукунпа яшка, шаркку лартатăп. Иксĕмĕр пир тĕртме пуçласшăн. Ку станок пĕрисен гаражĕнче ларнă. Упăшка ăна кирлĕ пек майлаштарчĕ. Пĕлетĕр-и, çиппине кĕртме кăна ултă сехет кирлĕ. Ăна упăшкипе арăмĕн тăвас пулать. Пир тĕртни мăшăра çывăхлатакан ĕç пулнă. Эпир ăна халь ăнланса кăна пыратпăр. Маларах кунта виçĕ ывăл валли пултăр тесе виçĕ гектар ытла çĕр туянтăмăр. Ачасем пирĕнпе пĕрле йывăç лартаççĕ. Нумаях пулмасть аслă ывăл хамăр йывăçсен хушшинче уткаласа çÿрерĕ те: «Пенсие кайсан çакăнта пурăнма пуçлатăп», — терĕ. Пире ку питĕ савăнтарчĕ. Пуçланă ĕçе малалла тăсма ывăлсем хавхалану кÿреççĕ. Пирĕн Кайри Карăк ялĕ хыçĕнче 8 сотка çĕр пур. Унта эпир хамăрăн 16 çынран тăракан çемьепе нумай йывăç лартрăмăр. Маларах кунта çум курăк ашкăрнă. Йывăç лартнă хыççăн çĕр йăлт савăнса кайрĕ», — чунне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

«Ачасем урлă ашшĕ-амăшĕ патне çул хыватпăр»

Вера Мефодьева пĕлтернĕ тăрăх, Шетмĕ шывĕ хĕрринче 50 çул каяллах Леонид Антонов агрономăн пуçарăвĕпе кедр лартнă. Вĕсем тахçанах мăйăр пама пуçланă. «Эпир çав ращара пĕр хутаç кедр йĕкелĕ пуçтартăмăр. Вĕсене упăшкапа шĕкĕлчесе кĕркунне пĕр йăран акрăмăр. Тепĕр çул çуркунне вĕсем шăтрĕç. Эх, пĕлесчĕ сирĕн, мĕн тери хĕпĕртенĕччĕ эпир! Унтан вĕсене чечек чÿлмекĕсене акма тытăнтăмăр. Кедр хунавĕсем пĕчĕк ача пек хитре! Лăсси çемçе. Ачасем те ăна питĕ килĕштереççĕ. Халĕ çулсеренех йăран çине кедр мăйăрĕ акатпăр. Паян кедр хунавĕ — 8-9 пин тĕп. Мăйăрне Кемĕртен çырăнса илтĕмĕр. Тĕрлĕ конкурсра ачасене кăçал хамăр ÿстернĕ 300 тĕп кедр хунавĕ парнелерĕмĕр. Трак шкулĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. 2-мĕш класра урок ирттерĕпĕр. Шăпăрлансемпе хут стакансене кедр мăйăрне акăпăр. Ачасем çак ĕçе шутсăр кăмăллаççĕ. Пĕр эрнере 4 класра урок ирттертĕмĕр. Ачасем мана шкула ура ярса пуссанах: «Кедр мăйăрĕ акатпăр-и?» — теççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе çитес çул 75 çул пулать. Çав ятпа Красноармейски салинче «Тăнăçлăх ращи» турăмăр. Вăл парк çумĕнче, шыв хĕрринче вырнаçнă. Унта кедр çеç мар, ытти йывăç-тĕм те лартатпăр. Çак ращана ачасен йывăç лартас кăмăлне тивĕçтерес тесе йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех «Мир ращи» кашни ялтах пултăр тесе ĕмĕтленетпĕр. Эпир ялта çитĕннĕ чухне пĕр-пĕринпе питĕ туслă пулнă. Урамра кашнин килĕ умĕнче сак пулнă. Унта калаçса ларнă, юрланă. Халĕ çав йăла çухалнă. Тăвансемпе те ытлах хутшăнмастпăр. Ырă йăлана çĕнĕрен чĕртсе тăратасчĕ. Йывăç лартни çынсене питĕ туслаштарать. Эпир çавна туйса, курса тăратпăр. «Мир ращине» лартсан ялта çĕнĕрен туслăх туйăмĕ йăл илĕ, илемлĕх те пулĕ. Туслăх, илемлĕх, туйăмлăх — пĕр тĕвĕре. Çакна ачасем туяççĕ. Эпир ачасем урлă ашшĕ-амăшĕ патне çул хыватпăр. Кедр шăтса тухсан ачасемпе пĕрле амăшĕсем те савăнаççĕ. Пĕр вăхăт çемьере пĕр-пĕрне ăнланманни те пулчĕ. Упăшкапа кедр мăйăрне пĕрле ÿстерме тытăнсан пирĕн килĕшÿпе çураçу, юрату туйăмĕ вăйланчĕ. Халĕ кашни ĕçех пĕрле тăватпăр. Мăшăра пĕрлештерекен пĕр ĕç пулмаллах. Ĕçĕ çут çанталăкпа çыхăнни пулсан лайăхрах», — вăрттăнлăха уçрĕ Светлана Матвеевна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.