Комментари хушас

9 Раштав, 2019

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем конкурсра çĕнтернĕ

ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви журналистсем хушшинче ирттернĕ «Чăваш Ен террора хирĕç» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те пур. «Республикăри пичет кăларăмĕсенчи чи лайăх материал» номинацире «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Андрей Михайлов çĕнтернĕ. Унăн «Ют ачасене кăмăллакан кăна хăйĕннисене юратать» статйине комисси членĕсем пысăк хак панă.

Çак номинацирех «Хыпар» Издательство çурчĕн пай редакторĕ Николай Коновалов /«Терроризм — пачах та шÿт мар» статьяшăн/ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

www.hypar.ru