Мускавран Шупашкара «Сухой Суперджет» самолетсене вĕçтересшĕн
Чăваш Ен делегацийĕ Мускавра иртнĕ Транспорт эрнине хутшăннă, унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ирттернĕ канашлура транспорт министрĕ Александр Николаев паллаштарчĕ.