Новости по теме

22 Авăн, 2015

Инвестици проекчĕ - стратеги пĕлтерĕшлĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе влаç органĕсен, федераци ведомствисен территори органĕсен, хула-район ертÿçисемпе эрне пуçламăшĕнче ирттерекен йăлана кĕнĕ канашлăвĕ иртрĕ.

22 Авăн, 2015

Çамрăк ÿнерçĕсене конкурса йыхравлаççĕ

Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравне республикăра пурăнакан çамрăксем ырласа йышăнма пултарччăр, унăн кăтартăвĕсен пĕлтерĕшĕ тĕлĕшпе общественноçа тимлĕрех пулма ыйтас, çĕр çыннин ĕçĕ-хĕлĕпе ялти пурнăçа тивĕçлипе хаклассине ÿстерес тесе Чăвашстат тата ЧР Ялхуçалăх министерстви «Хыпар» издательство çурчĕ» АУпа пĕрле ачасен ÿкерчĕкĕсен «Савнă ялăм, тăван ял» конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

22 Авăн, 2015

Талисман - тулли кĕлте

Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн 2016 çул­хиJçыравĕн талисманне туса хурас тĕллевпе ирттернĕ конкурсра Самар тăрăхĕнчи Сызраньте пурăнакан Наталья Иванова мала тухнă. Палăртнă йĕрке тăрăх çĕнтерÿçĕ сумлă премие - 50 пин тенкĕне - тивĕçет.

22 Авăн, 2015

Ипотека «чуптарать»

Хальхи вăхăтра кашни виççĕмĕш çамрăка çурт-йĕр ыйтăвĕ кăсăклантарать. Тин çеç ура çине тăраççĕ пулин те вĕсенчен чылайăшĕ хваттер туянмашкăн банкра кредит илме васкать. Анчах ăна уйăхсерен тÿлесе тăрасси ай-ай пит çăмăл мар. Кризис тапхăрĕнче пушшех те.

22 Авăн, 2015

Республика чысне хÿтĕленĕ

Чулхула облаçĕнчи Дальнеконстантиновски районĕнчи «Тепелево» акционерсен уçă обществинче машинăпа ĕне сăвакансен Пĕтĕм Раççейри çирĕм пиллĕкмĕш конкурсĕ иртнĕ. Унта Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» акционерсен хупă обществинчи Екатерина Георгиева /сăнÿкерчĕкре/ Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ.

21 Авăн, 2015

Ятсăр статья

Статья ячĕ çырма ларса пĕрремĕш сăмахсене шурă хут çине куçариччен нумай чухне çăмăллăнах çуралать - мĕн çырмаллине, вулакана мĕн каламаллине пĕлсе тăнă чух. МĔН калассине халĕ те пĕлетĕп-ха, МĔНЛЕ каласси кăшт минретет пуçа. Ара, республикăра тухса тăракан, хăйне оппозици тесе палăртакан пĕр хаçат, Э.Мочалов алă пусаканскер, чăваш хĕрарăмĕн ятне сĕмсĕррĕн варалама тăнă та... Çав сĕмсĕрлĕх аптăратса янипе шухăшсем те арпашăнаççĕ пăртак. Çын тени çапла териех хăрушă пулни тĕлĕнтерет. Мĕн çитмест-ха этеме? Пĕр-пĕрне кăшлатпăр-çапăçатпăр, ним айăпсăр çынна варалама тăрăшатпăр... Мĕншĕн?

21 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторинпа тĕл пулнă

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторинпа тĕл пулнă. Регион Ертӳçи Иван Моторина Чăваш Ен Правительствине малалла та ертсе пыма сĕннĕ. «Эпир Сирĕнпе пĕрне-пĕри шанса, ĕненсе ĕçленĕ.

Pages