Республика чысне хÿтĕленĕ

22 Авăн, 2015

Чулхула облаçĕнчи Дальнеконстантиновски районĕнчи «Тепелево» акционерсен уçă обществинче машинăпа ĕне сăвакансен Пĕтĕм Раççейри çирĕм пиллĕкмĕш конкурсĕ иртнĕ. Унта Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» акционерсен хупă обществинчи Екатерина Георгиева /сăнÿкерчĕкре/ Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ. Конкурсра теори ыйтăвĕсем, ĕне сумалли аппарата сÿтсе пуçтарасси, ĕне сăвасси пулнă.

Чулхулана операторсем Раççейри 54 регионтан килнĕ. Екатерина Геннадьевна тупăшусенче хăйне аван кăтартнă. Ăна Диплом, Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Тавне, хаклă парне панă.

Екатерина Георгиева Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче 1991 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Шкул вĕренсе пĕтерсен «Шимкусский» хуçалăхра, С.Р.Илларионов фермер хуçалăхĕнче ĕне сунă, 2012 çултанпа - «Акконд-агро» обществăра.

Екатерина Геннадьевна сĕт сăвассипе çулленех ăнăçлă ĕçлесе пырать, 2012 çулта вăл кашни ĕнерен 5741 кг, 2013 çулта 5831, пĕлтĕр 5846 кг сĕт суса илнĕ.

2010 çултах республикăри ĕне сăвакан çамрăк операторсем хушшинче çĕнтернĕччĕ, 2013 çулта 3-мĕш вырăн йышăнчĕ, пĕлтĕр вара республикăра ирттернĕ XXXI конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Екатерина Геннадьевна - икĕ ача амăшĕ. Ашшĕ те - Геннадий Николаевич, амăшĕ те - Людмила Николаевна ĕç биографине выльăх-чĕрлĕх пăхассипе çыхăнтарнă.J

 

Валерий ЧАЙКИН.

Тăвай районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: