Валерий ЧАЙКИН

22 Авăн, 2015

Республика чысне хÿтĕленĕ

Чулхула облаçĕнчи Дальнеконстантиновски районĕнчи «Тепелево» акционерсен уçă обществинче машинăпа ĕне сăвакансен Пĕтĕм Раççейри çирĕм пиллĕкмĕш конкурсĕ иртнĕ. Унта Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» акционерсен хупă обществинчи Екатерина Георгиева /сăнÿкерчĕкре/ Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ.

27 Раштав, 2014

Ӳркенмен ăста

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем çак кунсенче вырăнти хăйтытăмлăха аталантарма пысăк тӳпе хывнăшăн тата нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тăвай районĕнчи Тĕмер ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне Светлана Николаевна Ярхуновăна «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх

22 Чÿк, 2014

Сăпайлă, тăрăшуллă, пуçаруллă

- Ман çинчен çырма кирлех-ши? Пĕтĕм ĕçе туслă коллективпа пурнăçлатпăр, - тесе кĕтсе илчĕ «Акконд-агро фирма» акционерсен хупă обществин сĕт-çу комплексĕн ертÿçи Николай Мальцев эпĕ кунта килнин тĕллевне пĕлтерсен.

16 Çурла, 2014

Мăнукĕсем тĕслĕх илĕç

«Пĕрремĕш пучах» паллăна тата район администрацийĕн Дипломне кăçалхи вырмара Владимир Филиппов экипажĕ çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çул та Герасим Цветков пулăшаканпа вĕсем темиçе хутчен малтисен ретĕнче пулчĕç. Район уявĕнче Владимир Валентинович «Ял хуçалăхĕн чи хастар ĕçченĕ» медале тата хаклă парнене тивĕçрĕ.

12 Ака, 2014

Яланах çамрăксен хушшинче

Тăвайри Владимир Иванов вунă çула яхăн Чÿкçырминчи культура çурчĕн администраторĕнче вăй хурать. Çав вăхăтрах тÿлевсĕр майпа хоккей тата волейбол секцийĕсене ертсе пырать.