Хастар
Шкул ятне çÿлте тытаканскер
Çут çанталăк илемĕ тыткăнлать ăна
Ĕмĕтлисем — çунатлă
Володь
Николай Овчинниковăн "Смена хыççăн" картина экспозицийĕ. Сулахайран виççĕмĕшĕ - Володь Катиков. |
Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕн урамĕсем, уйрăмах Мăратпа Выçли, Питĕрти Нева проспектне аса илтереççĕ: вĕсем тÿрĕ, кашни сакăр çурта уйăракан пралуклă, тикĕс çул-йĕрлĕ, ирĕклĕ те сарлака. Пирĕн кил Мăрат енчен пырса кĕрсен пиллĕкмĕш çуртчĕ. Хамăр касра эпĕ вăрçă хыççăн çуралнă ачасенчен чи асли пулнă. Ман хыççăн çут тĕнчене Константиновсен Колипе Валерийĕ, Муллинсен Печчипе Толи, Прокопьевсен Валипе Валерийĕ, Медведевсен Алипе Славикĕ, хамăн йăмăкăмсем Нинапа Зина, тепĕр Медведевсен Нинипе Тамаркки килнĕ. Вĕтĕр-шакăр хушшинче чи пысăккин "статусне" илтсе эпĕ çак ушкăна ертсе çÿренĕ, чупнă-вылянă, урамри курăка тăпăлтарса çĕрĕк çăпата "кĕлтеленĕ", пÿрт умĕнчи тăпрана чавса "çурт-хуралтă" купаланă, итлемесен "малайсене" тÿпкесе те илнĕ.