Комментари хушас

17 Утă, 2015

Володь

Николай Овчинниковăн "Смена хыççăн" картина экспозицийĕ. Сулахайран виççĕмĕшĕ - Володь Катиков.

Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕн урамĕсем, уйрăмах Мăратпа Выçли, Питĕрти Нева проспектне аса илтереççĕ: вĕсем тÿрĕ, кашни сакăр çурта уйăракан пралуклă, тикĕс çул-йĕрлĕ, ирĕклĕ те сарлака. Пирĕн кил Мăрат енчен пырса кĕрсен пиллĕкмĕш çуртчĕ. Хамăр касра эпĕ вăрçă хыççăн çуралнă ачасенчен чи асли пулнă. Ман хыççăн çут тĕнчене Константиновсен Колипе Валерийĕ, Муллинсен Печчипе Толи, Прокопьевсен Валипе Валерийĕ, Медведевсен Алипе Славикĕ, хамăн йăмăкăмсем Нинапа Зина, тепĕр Медведевсен Нинипе Тамаркки килнĕ. Вĕтĕр-шакăр хушшинче чи пысăккин "статусне" илтсе эпĕ çак ушкăна ертсе çÿренĕ, чупнă-вылянă, урамри курăка тăпăлтарса çĕрĕк çăпата "кĕлтеленĕ", пÿрт умĕнчи тăпрана чавса "çурт-хуралтă" купаланă, итлемесен "малайсене" тÿпкесе те илнĕ.

Çичĕ çула кайичченех хамăр урамра эпĕ "лидерччĕ". Молокинсен пăралукĕн леш енче, Венюк тетесемпе юнашар, Катиковсен Володь ятлă ывăл пулнине пĕлнĕ-ха эпир. Манран икĕ çул çурă кĕçĕнрех Володь темшĕн пирĕнпе хутшăнма юратмастчĕ, выляма хăйсенчен тăватă кил çÿлерехри Мартынов Алюш патне çÿретчĕ. Çав касри пиртен чылай аслă Якку Вовки ятлă ача Володьпа Алюша усала вĕрентме пуçланă-мĕн, киревсĕр сăмахсемпе калаçтарнă, чикарккă чĕртсе ĕмме хăнăхтарнă. Володь ашшĕ, Мишшук тете, çакна çийĕнчех асăрханă. Хĕвеллĕ кун, ир çинчех, ывăлне çавăтса вăл урамра вылякан ачасем патне пычĕ.

- Володь, малашне эсĕ çак ачасемпе вылятăн, ан тÿпелеш, чĕрре ан кĕр, йăваш пул. Асли кунта ак çак ача, Элекçей тетÿсен Гени, - терĕ Володь ашшĕ мана хулпуççинчен тытса. Володь пирĕнпе выляма хăвăрт хăнăхрĕ. Тÿрккеслĕхне вăл кăтартмастчĕ, çапăçу-мĕн тухнă самантсенче тÿрех айккине пăрăнатчĕ, ушкăнра пурте тенĕ пекех унпа тантăшлăччĕ. Икĕ çул çурă кĕçĕнрех пулсан та вăл манран çÿллĕрехчĕ, тĕреклĕрехчĕ.

Çу кунĕ вăрăм та, анчах хăвăрт иртет. Август уйăхĕнче Мишшук тетесен шахтăра ĕçлекен Гена ятлă ывăлĕ яла курма килчĕ. Вăл ун чухне авланманччĕ-ха, питĕ хÿхĕм йĕкĕтчĕ. Салтакран шахтăна ĕçлеме юлнă, виççĕмĕш çул унта пурăнатчĕ.

Тетĕшĕ Володь валли мăй патне çитичченех тÿмеленекен йăм-хура костюм, хитре кĕпе, ботинка илсе килнĕ, икĕ кустăрмаллă пĕчĕк велосипед туянма та манман. Тетĕшĕ таврăннă кун Володь пирĕн ушкăна хура костюм тăхăнса, велосипедне рультен çавăтса тухрĕ. Юлташа эпир велосипедпа çÿреме хăвăрт вĕрентрĕмĕр. Рамăллă, чылаях çÿллĕскер çине вăл пире те лартатчĕ.

Пĕчĕк чухне эпĕ питĕ хыткан, шурă сăнлă, чармак куçлă, черчен ал-ураллă ача пулнă. Володь тетĕшĕ яла 1953 çулта килчĕ. Ун чухне эпĕ пĕрремĕш класран вĕренсе тухнăччĕ ĕнтĕ. Паллах, çулпа аслăрах, анчах хăйĕнчен лутрарах, хытканрах, турат евĕрлĕ алă-ураллă арçын ача ушкăн лидерĕ пулни Володь кăмăлне çырлахтарман. Иккĕмĕш класа каясси икĕ-виçĕ эрне юлсан арçын ачасен ушкăнĕ умĕнче Володь мана: "Гена, атя кĕрешетпĕр", - терĕ.

- Атя, - килĕшрĕм эпĕ.

Акă иксĕмĕр пĕр-пĕрне пилĕкрен явса илтĕмĕр. Ĕхлетсе йĕри-тавра çаврăнма пуçларăмăр. Хăнк! тутарчĕ мана çĕр çине Володь. Тепре, тата тепре кĕрешсе илтĕмĕр. Икĕ хутĕнче те манăн Володь айĕнче выртмалла пулчĕ. Пиллĕкри Володь манран, иккĕмĕш класа каймалли сакăр çулти ачаран, вăйлăраххи палăрчĕ. Лапталла вылянă чухне мечĕке ал туйипе тĕл тивертейменнине те ачасем хăвăрт асăрхарĕç, мана кукăр алă тесе витлеме пуçларĕç. Çав çулхи кĕркунне эпĕ ачасен кумирĕ пулма пăрахрăм.

Володь "авторитечĕ" ÿснĕçемĕн ÿссе пычĕ. Вăйăсенче вăл ертсе пыраканниччĕ. Эпĕ тăваттăмĕшĕнче чухне вăл пĕрремĕш класра вĕренетчĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн аллинче мăн çын велосипедĕччĕ, унпа çил пек вĕçтерсе çÿретчĕ. Вĕренессе вăл вăтам вĕренсе пыратчĕ. Ăсĕ-пуçĕ лайăхрах вĕренмелĕх те пурччĕ. Ачаллах спортпа кăсăкланма пуçларĕ. Кире пуканĕ, штанга йăтассине, бокса кăмăллатчĕ.

Володь çитĕнсе çитсен тетĕшĕ Гена шахта ишĕлчĕкĕ айне пулса вилчĕ. Ваççа ятлă тепĕр пиччĕшĕн те пурнăçĕ ăнмарĕ, вăл арăмĕнчен уйрăлса ялти пушă çурта килсе пурăнчĕ.

Володь ачалăхĕ манăн асран каймасть. Вăл ÿсĕмне кура мар питĕ хăвăрт çитĕнетчĕ. 1959 çулта вунпĕр тултарнă ачаччĕ, эпĕ вунтăваттăра пыраттăм. Çĕнĕ Мăратри çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухрăм, Володь Тукайри пуçламăш шкулта тăватă çул вĕренчĕ. Кĕркунне манăн саккăрмĕш класа çичĕ çухрăмри Чурачăк шкулне каймалла, урана тăхăнма атă-пушмак та, çие валли костюм та çук. Атте-анне пулăшасса шанма йывăр. Вĕсен мансăр пуçне тата пилĕк-ултă ача. Çулла пирĕн çывăхра пурăнакан Геннадий Молокинăн амăшĕ виçĕ машина вутă кÿрсе килчĕ. Геннадий хăй çулталăкĕпех шапашра çÿрет, килĕнче вут татакан та, çуракан та çук. Кинемейĕн виçĕ машина вутне татса çурма, шаршанлама эпир, Володьпа иксĕмĕр, килĕшрĕмĕр. Вуттисем виçĕ метрлă, шултра, кусла çине хума та вăй çитмест. Виçĕ эрне асаплантăмăр кинемей патĕнче. Володь кĕç-вĕç сусăра тухаймарĕ. Хурăн вуттине кусла çине илсе хунă чухне эпир Володьăн "шăхличне" хĕстерсе хунă-мĕн. Володь хăрушшăн кăшкăрса ячĕ, мĕн пулнине ăнланса эпĕ вутта çĕклерĕм, юлташăм йăваланса кайрĕ, тепĕр самантран мунча хыçĕнче суранне тĕрĕслерĕ. Эпĕ ăна медпункта кайма сĕнтĕм. Володь ниçта та каймарĕ, тепĕр çур сехетрен ĕçе пикентĕмĕр. Кинемей пире çĕршер тенкĕ укçа пачĕ, юлашки хут апатланнă чухне кĕленче уçса эрех ĕçтересшĕнччĕ, эпир килĕшмерĕмĕр.

Эпир хастар ĕçлени çинчен хыпар хăвăрт сарăлнă-мĕн ялта. Катиковсемпе юнашар пурăнакан Николай Зайцев пире картишне илсе кĕрсе татмалли вуттине кăтартрĕ. Мăшăрлă ăвăс вутти. Ăна татма та, çурма та йывăр мар. Ĕçе виçĕ кунта вĕçлерĕмĕр. Зайцевсем патĕнчен кайма та ĕлкĕрейменччĕ - пире Катиковсемпе хирĕçле пурăнакан Машук аппа пырса чĕнчĕ. Ун патĕнче патефон ярса, музыка итлесех вăй хутăмăр. Пушмак та, спорт костюмĕ те, фуфайка та туянтăм, Чурачăкри вăтам шкулăн саккăрмĕш класне çĕнĕ тумпа кайрăм.

Володь - Çĕнĕ Мăратра, эпĕ Аслă Чурачăкра вĕренетпĕр, пĕр-пĕринпе сайра тĕл пулатпăр. Вăл улттăмĕш класран вĕренсе тухрĕ, эпĕ тăххăр пĕтертĕм. Ахаль пусмаран çĕленĕ шăлаварпа, кĕççе ботинкăпа, фуфайкăпа, мулаххапа çÿретпĕр. Мухтанмалли нимĕн те çук. Улттăмĕш класран вĕренсе тухнă Володь кĕлеткерен те, сăнран та вăтам шкул пĕтернĕ çамрăк пек курăнатчĕ, тĕреклĕччĕ, вăйлăччĕ, илемлĕччĕ.

1962 çулта, Володь вунтăваттăра чухне, Уçтинькка шăллĕ Гена ăна аякка ĕçлеме илсе кайрĕ. Ăçта тата мĕн ĕçленине пĕлместĕп. Володь çиччĕмĕш класа кайма сентябрь уйăхне таврăнаймарĕ. Уçтинькка шăллĕпе вăл Тукая октябрь вĕçĕнче анчах килсе çитрĕ. Ачана паллама та çук: шукăль çухаллă "москвичка" пальтопа, кукăль евĕр çĕлĕкпе, пустав костюмпа, тĕкĕр пек çуталса тăракан ботинкăпа, пурçăн кĕпе, темиçе джемперпа кофта, пурçăн кашне... Кĕсье тулли укçа. Савăнмалла та пирĕн, юлташĕсен, савăнмастпăр - кĕвĕçетпĕр. Чăнах та, савăнма кирлех те пулман. Сакăр класс пĕтерчĕ-ши Володь, пĕтермерĕ-ши?.. Çамрăклах аллине эрех черкки патне тăсать текен сăмах тухрĕ, юхха хĕрарăмсемпе вырăн ăшăтма та хатĕр-мĕн.

Çапах та Володьран эпĕ нихăçан та сивĕнмен. 1964 çулта вăл Канашра механизаторсем хатĕрлекен училищĕре вĕренетчĕ, эпĕ Елчĕк хутлăхĕнчи Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче ачасене вĕрентеттĕм. Май уйăхĕнче Хусана кайса килмеллеччĕ. Таврăннă чухне Канашра Володь вĕренекен училищĕне кĕтĕм. Унпа тĕл пуласшăнччĕ, вăл практикăна кайнă-мĕн. Питĕ ир авланчĕ вăл. Тукайри сакăр çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Ферапонтовнăна качча илчĕ. Арăмĕ пединститут пĕтернĕччĕ, упăшкинчен аслăрахчĕ. Авланнă хыççăн пĕрер çул пурăнсан Володя çара илсе кайнă. Ун чухне эпĕ те хĕсметреччĕ. Эпир иксĕмĕр те Атăлçи çар округĕнче - эпĕ Новокуйбышевск хулинче, вăл - Чапаевскра. Виçшер çул службăра тăтăмăр. Эпĕ таврăннă хыççăн икĕ çултан Володь аслă сержант званийĕпе килчĕ, ăна мăшăрĕ тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илчĕ.

60-мĕш çулсенче çамрăк çемье Шупашкара куçса кайрĕ. Вĕсен ывăл çуралнă-мĕн. Вăл ÿссе çитсе аслă шкул пĕтернĕ, ют çĕршыв чĕлхисене алла илнĕ ĕнтĕ халĕ. Çапах та чуна кисрентернĕ хыпара та илтме тÿр килнĕ. Ку сакăрвуннăмĕш çулсен варринелле пулчĕ. Володь йывăр чирпе асапланса вăхăтсăр вилни çинчен хыпарларĕç. Ăна Тукая илсе килсе пытарнă-мĕн. Манăн йăх-несĕлсен вилтăприйĕсем те унтах. Эпĕ ку масар çинче кашни çулах пулнă. Çар тумĕ тăхăннă сăнÿкерчĕклĕ Володьăн палăкĕ те куç умĕнчех.

Çак статьяна çырма пĕр сăлтав хистерĕ. Хаçат корреспонденчĕн тивĕçне пурнăçланă май чăвашсен мухтавлă художникĕн Н.Овчинниковăн мастерскойĕнче пулма, унăн картинисене курма тÿр килнĕччĕ. "После смены" ятлă картина ытларах кăсăклантарчĕ. Унта заводри рабочисен смени улшăннине ÿкернĕ. Сăнарсенчен пĕри ытла та палланă çын пек курăннăран эпĕ Николай Васильевичран: "Ку кам иккенне калама пултаратăр-и? Владимир Катиков мар-и ку çын?" - тесе ыйтрăм. "Аса илтĕм, шăпах çавă", - терĕ Овчинников. Володь сăнарĕ искусствăна кĕрсе юлни мана халĕ те хумхантарать.

Геннадий УТКИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.