Çут çанталăк илемĕ тыткăнлать ăна
Тем тесен те, ял хăйĕн илемĕпе çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чуна тыткăнлать. Çулла пушшех те. Çавăнпа та чылай ача каникула ялтах ирттерет. Килте кăмăл туличчен ĕçлеме, ун хыççăн канма, шыва кĕме аван.
— Эпĕ те çут çанталăксăр пурăнаймастăп, çавăнпа ял, тăван тăрăхăм çав тери çывăх мана, — тет Дарья Григорьева. — Каникулта та таçта та çитрĕмĕр. Вăрманта пулса кăмпа-çырла пуçтартăмăр, милĕк хатĕрлерĕмĕр. Тата аннен тутлă çимĕçĕсене çисе савăнтăмăр. Пĕлетĕр-и, унăн кукăлĕсемпе икерчисене, хуплу таврашне çисе тăранма çук. Тепĕр чухне хам та чустапа аппаланма юрататăп. Ара, аннене пулăшас килет-çке. Кукăль ăшне хумалли е икерчĕ çине сĕрмелли хутăш хатĕрлеме те кăмăллатăп. Эх, техĕмлĕскерсене çемьепе сĕтел хушшинче астивме мĕн тери кăмăллă! Пирĕн пата килнĕ хăна та савăнать. Анне çăкăрне те кăмăллатпăр. Питĕ тутлă, ырă шăршăллă унăн çăкăрĕсем. Лавккаринчен те техĕмлĕрех. Пичче те, шăллăм та анне янтăланă апат-çимĕçе юратса çиетпĕр.
Кăçалхи каникул Дашăшăн тухăçлă иртрĕ темелле. Чылай кĕнеке вуларĕ вăл, шăллĕне те тĕрлĕ тĕслĕ «Тетте» журналпа паллаштарчĕ. Пĕчĕкскер ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртерĕ, савăннипе алă çупрĕ.
Унччен ир пуçласа каçчен уйрăлайман, халĕ çӳлĕк çинче вырăн тупнă пуканийĕсем валли кĕпесем çыхрĕ. Килте усă курма е парнелĕх пултăр тесе тĕрлĕ салфетка та хатĕрлерĕ.
— Кирек епле çынна та унăн ăсталăхĕпе пултарулăхне тата ĕçре е вĕренӳре тăвакан çитĕнĕвне кура хаклаççĕ-çке. Ачаранах ĕçе хăнăхни — усăллă япала. Ӳссен хамăрах кирлĕ-çке вăл. Ĕнтĕ вĕрентекенсемшĕн тунсăхларăм та. Учитель... Иккĕмĕш анне. Тăван çĕршыва, пурнăçа юратма вĕрентет. Вăл пулман-тăк эпир вулама, çырма, шутлама пултарайăттăмăр-ши? Кам пире пурнăçра тĕрĕс çул тупма, ырăпа усала уйăрма пулăшать? Паллах, учитель! Кашни ача çак сăмаха мăнаçлăн та мухтанса калама тивĕç. Çăмăл мар вĕрентекенсен ĕçĕ, çавăнпа вĕсене тав тăвас килет, — тет йăл кулăллă Даша.
Ӳссен вара хĕрача воспитатель пуласшăн.
— Ачасене юратнăран çак профессие суйласшăн. Çитменнине пĕчĕк шăллăма Аркаша кашни кун пăхнă, халĕ те манран шит те уйрăлаймасть. Эпĕ ăçта — вăл унта. Тата тем те пĕлессишĕн çунать. Кунне унăн вун-вун ыйтăвне вăйă урлă кăтартса пама тăрăшатăп, — тет.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Канаш районĕ,
Ăвăспӳрт Кипеч.