Сăпайлă, тăрăшуллă, пуçаруллă
- Ман çинчен çырма кирлех-ши? Пĕтĕм ĕçе туслă коллективпа пурнăçлатпăр, - тесе кĕтсе илчĕ «Акконд-агро фирма» акционерсен хупă обществин сĕт-çу комплексĕн ертÿçи Николай Мальцев эпĕ кунта килнин тĕллевне пĕлтерсен. Николай Яковлевич пĕрле ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ çинчен тем вăхăт каласа пама хатĕр. Николай Степанов, Иван Лебедев, Ирина Матвеева ветеринари врачĕсем, Алексей Максимовпа Галина Павлова зоотехниксем, Венера Иванова техник-осеменатор, Аркадий Васильев электрик-механик комплексра нумай çул, пĕтĕм вăй-халĕпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕ ытларах туса илессишĕн тăрăшаççĕ.
Комплексра пĕтĕмпе мăйракаллă 1349 шултра выльăх, вĕсенчен 625-шĕ - сăвакан ĕнесем. Паян кашни ĕнерен 18,4 кг сĕт суса илеççĕ, 10 уйăхра ĕне пуçне лекекен сăвăм - 5190 кг. Полина Семина, Антонина Антонова, Екатерина Георгиева операторсем çуллен пысăк çитĕнÿ тăваççĕ. Екатерина Геннадьевна кăçал сĕт сăвакан операторсен республикăри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Галина Павловăпа Венера Иванова та республикăри тупăшусенче малти вырăнсене йышăннă. Любовь Никандрова пăру пăхаканпа Алина Гурьева скотник ĕçĕпе те кăмăллă ертÿçĕ.
- Çапла, кун хыççăн иртсе пырать, «Аккондра» ĕçлеме пуçланăранпа сакăр çул çитрĕ, - аса илÿ çăмхине малалла сÿтет Николай Яковлевич.
Çăмăл килмен унăн çамрăклăхĕ. Амăшĕ Матрена Яковлевна ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕ майăн уроксем пĕтнĕ хыççăн унта чупнă. Çĕрпÿре техник-механика вĕренсе тухнă каччăна малтан бригадира, унтан управляющие çирĕплетеççĕ. «Победа» совхозри Амалăх уйрăмĕнче 12 çул пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пырать вăл. Ун хыççăн вунă çул ытла колхоз ертÿçинче тăван хуçалăха аталантарма вăй хурать. Çак тапхăрта ĕне тата сысна витисене хута янă, машина-трактор паркĕнчи хуралтăсене, тырă склачĕсене çĕнетнĕ, пилорама, çăнăх арманĕ хута янă. Тăрăшуллă çамрăка ял тăрăхĕн депутачĕ пулма суйлаççĕ. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ вăл - халăх «тарçи». Урамсене тирпей-илем кĕртессипе нумай ĕçлеме тивет депутатăн. Хăй вăхăтĕнче ял хушшинче, колхозăн производство объекчĕсене асфальт çулпа çыхăнтарассипе тимленĕ, ĕçмелли шыв ыйтăвне татса пама тăрăшнă. Акă иртнĕ çул та Амалăхра çĕнĕ тараса тума май килтернĕ. Ревизи комиссийĕн членĕ Тĕмер ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн ларăвĕсене тăтăшах хутшăнать, ырă сĕнÿ сахал мар парать, пуçарусене пурнăçлама тăрăшать.
Вăхăт хăйĕн майĕпе шăвать. Николай Яковлевич куçăн мар майпа аслă пĕлÿ илет. Ялти пикепе Татьяна Ивановнăпа çемье çавăрса хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Ачасем аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулне тупнă ĕнтĕ, халĕ мăнук та пур.
«Ĕçне кура хисепĕ», - теççĕ. Тĕрлĕ Хисеп хучĕ, хаклă парне илме тивĕç пулнă хастар ĕçчен. Кăçал вара Николай Яковлевича ĕçри çитĕнÿсемшĕн Раççей Федерациĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысланă. «Тăвай районĕнчи чи лайăх ял хуçалăх ĕçченĕ» асăнмалăх медаль те унăн тăрăшулăхне палăртать.
Валерий ЧАЙКИН.
Тăвай районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас