Яланах çамрăксен хушшинче

12 Ака, 2014

Тăвайри Владимир Иванов вунă çула яхăн Чÿкçырминчи культура çурчĕн администраторĕнче вăй хурать. Çав вăхăтрах тÿлевсĕр майпа хоккей тата волейбол секцийĕсене ертсе пырать.

Кунти хоккей лапамĕнче республика шайĕнчи ăмăртусене те ирттереççĕ. Акă кăрлач уйăхĕнче «Ылтăн шайба» клуб призĕшĕн Патăрьел, Куславкка, Канаш, Елчĕк, Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсенчен килнĕ командăсем тупăшнă. Тăвайсен вăтам ÿсĕмри ачасен команди 3-мĕш вырăн йышăннă.

- Денис Иванов, Иван Тимофеев, Денис Никитин, Дмитрий Масленников, Владислав Викторов, Антон Иванов, Дмитрий Дмитриев, Максим Степанов - ăста хоккеистсем, - палăртрĕ В.Иванов тренер.

Ачасене çеç мар, ветерансен командине те пуçтарать маттур спортсмен. «Вăтăр çул иртсен» ятпа ирттернĕ турнира Тăвайсемпе Тăрмăшсем, Канашри «Локомотив» команда хутшăнчĕç. Тăвайсен туслă команди Елчĕк, Комсомольски, Вăрмар, Канаш районĕсене тухса çÿрет. Хĕл каçа вырăнта Хаймулин, Петров, Чернов, Федоров паллă спортсменсене, Раççей тава тивĕçлĕ учительне Е.Демидова халалласа турнирсем йĕркелет Тăвай ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Иванов. Çаксене тата ытти нумай ăмăртăва такам хистенипе мар, чĕре хушнипе пурнăçлать Владимир Геннадьевич.

Ĕçчен çемьере çуралса ÿснĕ Володя. Ашшĕ - Геннадий Иванович - Хисеп Палли ордена, амăшĕ - Светлана Степановна - «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Ывăлĕ вĕсен çулĕпех утать. 1995 çулта çар хĕсметĕнче «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă çамрăк салтака. Хăюлăх, çине тăраслăх, тĕллеве пурнăçласси ачисем çине те куçса пыраççĕ. Ывăлĕ Женя ирĕклĕ мелпе кĕрешсе республика шайĕнче палăрчĕ, пĕрремĕш класра вĕренекен Саша хоккей секцине çÿрет. Килти çынсене Вера Владимировна медик хавхалану кÿрет.

Владимир Геннадьевич - депутатсен бюджетпа экономика комиссийĕн членĕ. Депутатсен Пухăвĕн ĕçне яваплăха туйса хутшăнать, хăйĕн шухăшне уççăн каласа тĕллевсене пурнăçлама тăрăшать вăл. Юнлă хирĕç тăрусене пулнă ветерансен районти ушкăнĕн ĕçĕнче тÿпине хывма вăхăт тупать. Республикăри комитет ирттерекен мероприятисен ĕçне хутшăнать, район шайĕнче вĕсене пурнăçа кĕртсе пырать.

Яланах çамрăксен хушшинче вăл, яланах - ĕçре. Çавăнпа та яваплăхĕ те пысăк, чыс-сумĕ те куллен ÿссех пырать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.