Новости по теме

17 Авăн, 2015

Какао курупкинчи “спайсшăн”

Тĕп хулари Мускав районĕн сучĕ 18 тата 20 çулсенчи каччăсен тĕлĕшпе приговор вуланă. Вĕсене мĕншĕн айăпланă-ха?

Следстви тата суд палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи июнь уйăхĕнче наркотĕрĕслевçĕсем Çĕнĕ Шупашкарта çамрăксен машинине чарнă. Ăна тĕрĕсленĕ хыççăн салонра какао курупкине хунă 100 грамм «спайс» тупнă. Çамрăксем ăна палламан çынран Хусанта туяннă. Уголовлă ĕç материалĕсенчен акă мĕн паллă: 18-ти яш пĕчченех «ĕçлесе» Шупашкарти вăрттăн вырăнсенче хăварнă 7 грамм «спайса» темиçе хут та сутасшăн пулнă, анчах палăртнине пурнăçа кĕртеймен.

17 Авăн, 2015

“Юлташĕсем” пулăшайман

2014 çулхи çу пуçламăшĕнче Шупашкарта пурăнакан пĕр арçын РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсен куçĕ тĕлне лекнĕ. Вăл хăйĕн тус-пĕлĕшĕ хушшинче наркотик сарнă, юлташĕсем ăна «сутмаççĕ» тесе шухăшланă.

Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн унăн ĕçне пÿлнĕ. «Шурă вилĕм» сараканран çеç мар, унăн тус-пĕлĕшĕнчен те наркотик туртса илнĕ. Уголовлă ĕçе тишкернĕ май çакă паллă: юлташĕсем çак амака айăпланнă çынран туяннă. Анчах судра тусне хăтарас тесе хăйсем каланинчен пăрăнма тăрăшнă.

16 Авăн, 2015

Утияла кура ура тăсатпăр

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕн кун йĕрки кĕске пулчĕ - пĕтĕмпе те çичĕ ыйту кăна. Анчах çакă сÿтсе явнă темăсем вак-тĕвек пулнине пĕлтермест. Ларура укçапа çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç.

16 Авăн, 2015

Евросоюзри çĕршывсем вырăнне - урăххисем

Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан Раççейре урăх çĕршывсенчен тавар кÿрсе килесси - 40:, Евросоюзри çĕршывсенчен 60: чакнă. Тавар калăпăшĕн çухатăвне шалти производствăн ÿсĕмĕ кăштах саплаштарнă. Çакăн çинчен «Ялхуçалăхĕнче чикĕ леш енчен тавар туянас вырăнне хамăр патăмăрта туса кăларни: мифсем тата чăнлăх» темăпа «Раççей паян» МИАра иртнĕ пресс-конференцире Росстат ертÿçин заместителĕ Константин Лайкам пĕлтернĕ.

16 Авăн, 2015

Вĕренÿ институтĕнче - «Ĕненÿ карапĕ» курав

Руç халăхне тĕне кĕртнĕ Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул тата Шупашкарти Введени чиркĕвне никĕсленĕренпе 460 çул çитнине халалланă «Ĕненÿ карапĕ» курав малтанах Чăваш Республикин Правительство çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче июлĕн 30-мĕшĕнче уçăлнăччĕ.

16 Авăн, 2015

Машинăна вăрланă имĕш

Етĕрне çамрăкĕ, 27 çулти Леонид Б., пĕрре персе икĕ мулкач тытас тенĕ пуль. Çакăншăн халь суд тенкелĕ çине ларма тивет. Вырăнти прокуратура уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе материалсене суда панă ĕнтĕ.

Леонида преступлени пулни пирки суйса пĕлтерме юраманни пирки асăрхаттарнă, апла пулин те вăл преступлени çинчен евитленĕ. Кăçалхи июлĕн 6-мĕшĕнче такамсем унăн «Форд Фокус» автомобильне вăрласа кайнă иккен. Хуçи ăна урамра лартса хăварнă имĕш, кайран пăхать те - машина çук...

16 Авăн, 2015

Ача çине алă çĕкленĕ

Вăрнар районĕн прокурорĕ вĕрентекен, 51 çулти Надежда А., тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна ача çине алă çĕкленĕшĕн, çул çитменскере воспитани парассипе çыхăннă тивĕçе пурнăçламаншăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн Мăн Явăш ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн пуçламăш классен вĕрентекенĕ пĕлтĕрхи декабрьтен пуçласа кăçалхи май уйăхĕччен ытти ача умĕнчех вĕренекенсенчен пĕрне темиçе хут хĕненĕ - указкăпа тата çăра уççипе çапнă.

15 Авăн, 2015

Ĕненÿ, шанчăк, юрату…

Паян, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева Пăлхарта пурăннă Авраамий святойăн 1 степеньлĕ медальне парса чысларĕ.

Pages