Новости по теме

19 Авăн, 2015

Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенкăран, Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕнчен Сергей Лавровран тата Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕнчен Сергей Шойгуран салам телеграммисем килсе çитнĕ

Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйлавра халăх суйланă ятпа, çак пысăк должноçе тивĕçнĕшĕн Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнчен паллă ертӳçĕсенчен, ют çĕршывсенчен, пысăк промышленноç компанийĕсен ертӳçисенчен, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен пуçлăхсенчен куллен салам çырăвĕсемпе телеграммăсем килсе пыраççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕнчен телеграммăсем маларахри кунсенчех килнĕ.

18 Авăн, 2015

Умра - сĕт фестивалĕ

Шупашкарта сĕт фестивалĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл сентябрĕн 26-мĕшĕнче пулĕ. Унта хутшăнакансем сĕт юр-варĕнчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанма, туянма пултарĕç.

Фестиваль вăхăтĕнче çавăн пекех сĕт темипе ирттернĕ «Селфи» конкурс лауреачĕсемпе çĕнтерÿçисене чыслĕç. Ĕçсене сентябрĕн 23-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Йĕркелÿçĕсем ача-пăча пирки те манман. Уявра вĕсене савăнмашкăн илĕртÿллĕ тĕрлĕ лапам ĕçлĕ.

18 Авăн, 2015

Тăлăхсене - хваттер уççисем

Вăрнар районĕнчи 11 тăлăха хваттер уççисем панă. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та хутшăннă, çак ятпа ентешĕсене саламланă. Вăрнарти Ленин урамĕнчи 45-мĕш çурта /вĕсем шăпах çакăнта пурăнма пуçлĕç/ çулталăкра çĕкленĕ. Строительсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçланă. Сăмах май, иртнĕ çул Вăрнар поселокĕнче 30 тăлăха çĕнĕ хваттерпе тивĕçтернĕ.

18 Авăн, 2015

«Наци кросне» хатĕрленер

Сентябрĕн 27-мĕшне Раççейре чупу кунĕ тесе палăртнă. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех «Наци кросне» старта тухĕç. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать.

Спорта, физкультурăна юратакан Чăваш Ен çыннисем те «Наци кросне» тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Республикăра кăçалхипе вăл вуниккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр унта пĕтĕмпе чупма кăмăллакан 59,5 пине яхăн çын хутшăннă. Кăçал та çакăнтан сахал пулмалла мар.

18 Авăн, 2015

Иакинф аттене асăнса

Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей Никита Яковлевич ячĕпе çулсерен ятарлă вулав ирттерет. Ăна кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленĕ, паллă ăсчах çуралнăранпа 238 çул çитнине халалланă. Сумлă мероприятие аякри чăвашсем те - Тюмень облаçĕнчен - хутшăннă. Çакна палăртма кăмăллă: Тюменьри чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ Иакинф Бичурина халалласа Тобольск хулинче асăну хăми вырнаçтарасшăн.

18 Авăн, 2015

Палăк пулса таврăнĕ

ЧНК президиумĕн черетлĕ ларăвĕнче Геннадий Волков ăсчахăн палăкне Беларуç çĕршывĕнчен илсе килсе вырнаçтарас ыйтăва пăхса тухнă. Палăка туса çитерме тепĕр 200 пин тенкĕ кирлĕ. Николай Угаслов президент хăй шутĕнчен 100 пин тенкĕ парассине пĕлтернĕ. Ыттисем те укçа тĕлĕшпе пулăшма шантарнă. Палăка хатĕрлесе çитерме Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов çирĕп ыйту тăратнă.

18 Авăн, 2015

Кишĕр типме тытăннă

Великобританире кăçал кишĕр палăрмалла вĕтелнĕ, тымарçимĕç кĕске те çинçе çитĕннĕ.

Британири çуллахи сулхăн çанталăк çĕр ĕçченĕсене тĕлĕнтернĕ - кунта кишĕр типме тытăннă. Унăн вăтам виçи паян икĕ унций ?пĕр унций 28,349 грампа танлашать% вырăнне пĕрре çурăпа кăна танлашнă. Кишĕр хакĕ те йÿнелнĕ, пĕр килограмшăн 90 пенсо кăна параççĕ. Пĕлтĕр 97 пенсо пулнă.

18 Авăн, 2015

Панулми сахалланать

Европăри сад ăстисем кăçал иртнĕ çулхинчен сахалрах панулми пуçтараççĕ.

Грушăпа панулми ÿстерекенсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн кăтартăвĕпе Евросоюз сачĕсенче 2015 çулта 11,9 млн тонна панулми пуçтарса илмелле. Ку пĕлтĕрхинчен 6 процента яхăн сахалрах. Венгрире, Германире тата Бельгире панулми уйрăмах сахал пулĕ. Италире тухăç иртнĕ çулхинчен 5 процента яхăн пĕчĕкрех. Çав вăхăтра панулмипе тивĕçтерекен икĕ пысăк çĕршывра лару-тăру йĕркеллех. Тĕслĕхрен, Польшăра тухăç пĕлтĕрхи шайрах юлмалла. Францире вăл 10 процент ÿсмелле.

Pages