Инвестици проекчĕ - стратеги пĕлтерĕшлĕ

22 Авăн, 2015

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе влаç органĕсен, федераци ведомствисен территори органĕсен, хула-район ертÿçисемпе эрне пуçламăшĕнче ирттерекен йăлана кĕнĕ канашлăвĕ иртрĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту - «Ялхуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни, «Кĕр парни - 2015» пахчаçимĕç суту-илĕвĕн ярмăрккисем».

Михаил Игнатьев шухăшĕпе - халĕ уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе усă курса ăнса пулнă тырпула, пахчаçимĕçе пухса кĕртмелле. Хĕл кунĕсем валли вĕсене ытлăн-çитлĕн хатĕрлесе хакĕсене ÿсме памалла мар. Ку енĕпе ярмăрккасем ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Суту-илÿ тавар туянакана та, ăна туса кăларакана та тивĕçтерме пултартăр.Тĕрĕслев органĕсен хаксемпе интересленсех тăмалла. Асăннă ыйтăва хăй те тĕрĕслесе тăрасса пĕлтерчĕ.

Кĕрхи ĕçсемпе Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов паллаштарчĕ.

Сергей Владимирович палăртнă тăрăх - тырпула 99 процент ытларах пухса кĕртнĕ. 12 районта ку ĕçе вĕçленĕ. Тухăç пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах. «Иккĕмĕш çăкăр», пахча-çимĕç ăнса пулнă. Пухса кĕртмен лаптăксенче - каярах пулса çитекен культурăсем: хуратул, куккурус тата ытти. Кĕр тыррисене 88 пин гектар акнă.

Ялхуçалăх ярмăрккисене йĕркеленĕренпе пĕр уйăх иртрĕ. Çак тапхăрта 800 ытла тонна продукци сутнă. Хаксем пурне те тивĕçтереççĕ.

«Кĕр парни - 2015» ярмăрккасене йĕркеленипе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыковпа Олег Бирюков пĕлтерчĕç.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обћекчĕсене 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленипе Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Марков паллаштарчĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - палăртнă ĕçсен пысăк пайне пурнăçланă, çĕркăмрăк тата ытти топливо çителĕклех. Парăмсем пухăнса кайни кал-кал ĕçлеме чăрмантарать. Сăмахран, «Коммуналлă технологисен» 3430 млн тенкĕ саплаштармалла. Çакăн сăлтавне Олег Иванович асăннă организаци тарифсене хăпартма ыйтнипе, ĕç-пуçа уçăмлатмашкăн суда тавăç тăратнипе ăнлантарма пикенсен республика Пуçлăхĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакана парăмçăн вакачĕ пек ăна хÿтĕлеме хăтланнăшăн тĕксе те илчĕ: халĕ сăлтав шыраса ларни вырăнсăр, çынсене ăшăпа тивĕçтересси тĕп тĕллев пулмалла.

Канашлура сÿтсе явнă тепĕр ыйту - «Пысăк хăвăртлăхлă пуйăссем çÿремелли «Мускав-Хусан» чукун çул строительствин инвестици проектне Чăваш Республикин территорийĕнче ĕçе кĕртесси мĕнле пыни» - çĕршыв пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки ЧР транспорт тата çул-йĕр министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Филиппов пĕлтернине итлерĕç. Владимир Иванович палăртнă тăрăх - чукун çул республикăн Етĕрне, Муркаш, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен çĕрĕсемпе иртмелле. Етĕрне тăрăхĕнче пурăнакансем ыйтнипе проекта улшăну кĕртнĕ: вăл малтан çирĕплетнĕ пек халăхăн харпăрлăхĕнче шутланакан çĕрсене йышăнмасть, магистрале хуларан 4 километрта тăвĕç. Пирĕн хутлăхра унăн чарăнăвĕ Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕ çывăхĕнче вырнаçĕ: федераци пĕлтерĕшлĕ М-7 тата «Атăл» трассăсем шăпах кунтан иртеççĕ. Сĕве урлă Етĕрне районĕнчи Полянки сали çывăхĕнче кĕпер хывĕç. Халĕ республикăра инженерипе геологи ĕçĕсем пыраççĕ. Проекта пурнăçа кĕртмешкĕн пĕр пин млрд тенкĕ ытла тăкакламалла, çав шутра пирĕн республика территорийĕпе иртекен чукун çула тумашкăн 130 млрд ытла тенкĕ. Çапла вара ăна туса хатĕрлессипе çыхăннă тапхăрта çĕнĕрен 5600 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме, пуйăссем çÿреме тытăнсан 500 ытла çынна ĕçпе тивĕçтерме шантараççĕ. Республика Пуçлăхĕ çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă ĕçсене хăвăртлатма, тăкаксене саплаштарасси пирки халăха ăнлантарма ыйтрĕ, проект стратеги пĕлтерĕшлине, ăна пурнăçа кĕртмеллине аса илтерчĕ.

Иртнĕ кунсенче Мускавра «Импорта улăштарасси» ятарлă курав пулнă, унта республикăри 26 организаци хăйсем туса кăларакан продукцие тăратнă, çав шутра «Яхтинг» общество - ăшă пушмак. Вĕсен таварĕ çурçĕрте ĕçлекенсене уйрăмах килĕшнĕ-мĕн. Курав пирки ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин каласа пачĕ.

Канашлура çавăн пекех çитес канмалли кунсенче Шупашкарта Сĕт фестивалĕ, Наци кросĕ ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Валентина СМИРНОВА

cap.ru сăнўкерчĕкĕсем

Рубрика: