Новости по теме

22 Авăн, 2015

Иван Моторина премьер-министр пулма сĕннĕ

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Регион ертÿçи Иван Моторина Чăваш Ен Правительствине ертсе пыма сĕннĕ: «Эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне шанса ĕçлерĕмĕр. Сирĕн кандидатурăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне йышăнмашкăн Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне сĕнме палăртатăп. Сире, эпир ĕçлеме пултаракан Министрсен Кабинетне йĕркелессе шанатăп».

22 Авăн, 2015

Инвестици проекчĕ - стратеги пĕлтерĕшлĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе влаç органĕсен, федераци ведомствисен территори органĕсен, хула-район ертÿçисемпе эрне пуçламăшĕнче ирттерекен йăлана кĕнĕ канашлăвĕ иртрĕ.

22 Авăн, 2015

Çамрăк ÿнерçĕсене конкурса йыхравлаççĕ

Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравне республикăра пурăнакан çамрăксем ырласа йышăнма пултарччăр, унăн кăтартăвĕсен пĕлтерĕшĕ тĕлĕшпе общественноçа тимлĕрех пулма ыйтас, çĕр çыннин ĕçĕ-хĕлĕпе ялти пурнăçа тивĕçлипе хаклассине ÿстерес тесе Чăвашстат тата ЧР Ялхуçалăх министерстви «Хыпар» издательство çурчĕ» АУпа пĕрле ачасен ÿкерчĕкĕсен «Савнă ялăм, тăван ял» конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

22 Авăн, 2015

Талисман - тулли кĕлте

Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн 2016 çул­хиJçыравĕн талисманне туса хурас тĕллевпе ирттернĕ конкурсра Самар тăрăхĕнчи Сызраньте пурăнакан Наталья Иванова мала тухнă. Палăртнă йĕрке тăрăх çĕнтерÿçĕ сумлă премие - 50 пин тенкĕне - тивĕçет.

22 Авăн, 2015

Ипотека «чуптарать»

Хальхи вăхăтра кашни виççĕмĕш çамрăка çурт-йĕр ыйтăвĕ кăсăклантарать. Тин çеç ура çине тăраççĕ пулин те вĕсенчен чылайăшĕ хваттер туянмашкăн банкра кредит илме васкать. Анчах ăна уйăхсерен тÿлесе тăрасси ай-ай пит çăмăл мар. Кризис тапхăрĕнче пушшех те.

22 Авăн, 2015

Республика чысне хÿтĕленĕ

Чулхула облаçĕнчи Дальнеконстантиновски районĕнчи «Тепелево» акционерсен уçă обществинче машинăпа ĕне сăвакансен Пĕтĕм Раççейри çирĕм пиллĕкмĕш конкурсĕ иртнĕ. Унта Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» акционерсен хупă обществинчи Екатерина Георгиева /сăнÿкерчĕкре/ Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ.

Pages