Новости по теме

21 Авăн, 2015

Александр КĂЛКАН

Александр Дмитриевич Антонов /Кăлкан/ 1911 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче хальхи Тутар Республикин Пăва районĕнчи Çĕнĕ Мертлĕ ялĕнче çуралнă. 1924 çулта ялти шкултан, 1930 çулта Хусанти чăваш педтехникумĕнчен вĕренсе тухнă.

19 Авăн, 2015

Чăваш Республикин суйланнă Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тупа турĕ

Сентябрĕн икĕ кунĕ - 13-мĕшĕпе 19-мĕшĕ - тăван республикăмăрăн историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ. Малтанхинче республика ертÿлĕхĕн, вырăнти влаç тытăмĕн тата хула, район, ял тăрăхĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышне палăртрăмăр. Сасăлавра суйлавçăсен 58 проценчĕ алла бюллетень илнĕ, вĕсенчен 65,54 проценчĕ хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă.

19 Авăн, 2015

Вилли Хаапасало чăваш йăли-йĕрки çинчен кинофильм ÿкерет

Вилле Хаапасалло финн киноактерне Раççейре пурăнакансем «Особенности национальной охоты», «Особенности национальной рыбалки», «Кукушка» киносем тăрăх пĕлеççĕ. Актер пирĕн çĕршыв çинчен документлă фильмсем ÿкерет. Вĕсенчен пĕри - Атăлçире пурăнакан тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе çыхăннă.

19 Авăн, 2015

Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенкăран, Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕнчен Сергей Лавровран тата Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕнчен Сергей Шойгуран салам телеграммисем килсе çитнĕ

Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйлавра халăх суйланă ятпа, çак пысăк должноçе тивĕçнĕшĕн Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнчен паллă ертӳçĕсенчен, ют çĕршывсенчен, пысăк промышленноç компанийĕсен ертӳçисенчен, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен пуçлăхсенчен куллен салам çырăвĕсемпе телеграммăсем килсе пыраççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕнчен телеграммăсем маларахри кунсенчех килнĕ.

18 Авăн, 2015

Умра - сĕт фестивалĕ

Шупашкарта сĕт фестивалĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл сентябрĕн 26-мĕшĕнче пулĕ. Унта хутшăнакансем сĕт юр-варĕнчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанма, туянма пултарĕç.

Фестиваль вăхăтĕнче çавăн пекех сĕт темипе ирттернĕ «Селфи» конкурс лауреачĕсемпе çĕнтерÿçисене чыслĕç. Ĕçсене сентябрĕн 23-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Йĕркелÿçĕсем ача-пăча пирки те манман. Уявра вĕсене савăнмашкăн илĕртÿллĕ тĕрлĕ лапам ĕçлĕ.

18 Авăн, 2015

Тăлăхсене - хваттер уççисем

Вăрнар районĕнчи 11 тăлăха хваттер уççисем панă. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та хутшăннă, çак ятпа ентешĕсене саламланă. Вăрнарти Ленин урамĕнчи 45-мĕш çурта /вĕсем шăпах çакăнта пурăнма пуçлĕç/ çулталăкра çĕкленĕ. Строительсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçланă. Сăмах май, иртнĕ çул Вăрнар поселокĕнче 30 тăлăха çĕнĕ хваттерпе тивĕçтернĕ.

18 Авăн, 2015

«Наци кросне» хатĕрленер

Сентябрĕн 27-мĕшне Раççейре чупу кунĕ тесе палăртнă. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех «Наци кросне» старта тухĕç. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать.

Спорта, физкультурăна юратакан Чăваш Ен çыннисем те «Наци кросне» тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Республикăра кăçалхипе вăл вуниккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр унта пĕтĕмпе чупма кăмăллакан 59,5 пине яхăн çын хутшăннă. Кăçал та çакăнтан сахал пулмалла мар.

18 Авăн, 2015

Иакинф аттене асăнса

Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей Никита Яковлевич ячĕпе çулсерен ятарлă вулав ирттерет. Ăна кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленĕ, паллă ăсчах çуралнăранпа 238 çул çитнине халалланă. Сумлă мероприятие аякри чăвашсем те - Тюмень облаçĕнчен - хутшăннă. Çакна палăртма кăмăллă: Тюменьри чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ Иакинф Бичурина халалласа Тобольск хулинче асăну хăми вырнаçтарасшăн.

Pages