Новости по теме

18 Çурла, 2014

Айхи ячĕ манăçмĕ

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ, тĕнче поэзийĕн мухтавĕ пулса тăнă Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитет.

Юбилей мероприятийĕсем çулталăк пуçламăшĕнчех пуçланнă. Сăмахран, нарăсăн 19-28-мĕшĕсенче Наци библиотекинче Геннадий Айхин асăну каçĕсем, «Геннадий Айхин литература картти» курав, çавăн пекех шкул ачисемпе студентсем валли информаци сехечĕсем иртрĕç. Кăçалхи пуш уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче «ГолосА» поэзи фестивалĕ асăннă вулавăша юратнă поэтăн пултарулăхне кăмăллакансене пуçтарчĕ.

16 Çурла, 2014

“Чăваш хĕрарăмĕ” /33 /851/ 16.08.2014

- Чăвашлăхшăн - чун шайĕнче. Чун çÿревçĕсем несĕлĕмĕрсем пурăннă вырăнсенчен хавхаланса таврăнаççĕ.
- Сунă чух сĕт кăпăкланать-и? Çанталăк йĕпе-сапана кайĕ.
- Куç ÿкнинчен мĕнле сыхланмалла?
15 Çурла, 2014

Тĕп хула ырлăхĕшĕн тăрăшакансене - чыс та мухтав!

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула кунĕ умĕн республикăн тĕп хулин пултаруллă ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Михаил Васильевич вĕсене пысăк ăсталăхĕшĕн, тухăçлă ĕçĕшĕн, хăйсем суйланă профессие, тăван çĕр-шыва юратнăшăн тав турĕ.

15 Çурла, 2014

Пире шанаççĕ, пирĕн çитĕнÿсене хаклаççĕ!

Чăваш Енре «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хатĕрленме пуçланнă. Аса илтеретпĕр: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн асăннă форум Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртет. Çав кунах Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн анлă ларăвĕ иртĕ.

15 Çурла, 2014

Пĕчĕккисене - садик, ялтисене - спорт залĕ...

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулнă май ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ача сачĕсемпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕ.

15 Çурла, 2014

«Саккуна пĕрле хатĕрлетпĕр»

Улшăнуллă тĕнчен улшăнми чăнлăхĕ: вăхăт чуппи - чараксăр. Хăйĕн таппине пăхăнса шав малаллах васкать. Киввине çĕнни улăштарать. Çак ылмашăнура япăххи, кивви, тивĕçтерменни вырăнне çĕнни, пĕлтерĕшли, усăлли йышăнать.

15 Çурла, 2014

Кам вăл - паянхи фермер?

Пысăк çĕр-шыв саланса кайнă хыççăн Раççейре ял хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелесси, çĕре харпăрлăха куçарасси вăй илнĕччĕ. Демократи ирĕклĕхĕпе хавхаланса фермер, тĕпрен илсен - çемье хуçалăхĕсем аталанма пуçланă вăхăта манса кайман-ха эпир.

Pages