Мас-рестлингпа туслашар-и?

22 Авăн, 2015

Мас-рестлингпа Шупашкарсем пуçласа çичĕ çул каялла хулари «Олимпийский» стадионта ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри фестивальте паллашнăччĕ. Ун чухне аякри Якутирен килнĕ патвар та вăйлă каччăсем мас-рестлингпа, е ансатрах сăмахсемпе каласан, ятарлă пысăках мар лаптăкра юман патака икĕ алăпа туртассипе, хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Вăл шăпах Саха-Якути Республикинче аталанма тытăннă.

Мас-рестлинг енĕпе çĕршыв чемпионатне вунă çул каяллах ирттерме пуçланă, анчах та унта чăваш атлечĕсем нихăçан та хутшăнман. Кăçалхи çуркунне Адлерта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта республика чысне пĕрремĕш хут И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕн студентки, халĕ аслă шкулти спорт клубĕн ĕçченĕ, Олеся Игнатьева хÿтĕлерĕ. Унта вăл призерсен йышне лекеймен пулин те унăн кăтартăвĕ начар мар - пиллĕкмĕш вырăн. «Хĕрарăмсен ушкăнĕнче 9 спортсменка вăй виçрĕ. Пирвайхи тĕлпулура эпĕ Краснодар крайĕн чемпионкипе Елена Ивановăпа тупăшрăм, ăна 2:0 шутпа çĕнтертĕм. Иккĕмĕш çаврăмра Раççей чемпионкисемпе, Пĕтĕм тĕнчери турнирсен çĕнтерÿçисемпе кĕрешрĕм, анчах вĕсене выляса ятăм», - ăмăрту саманчĕсене аса илчĕ спортсменка.

Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шуркасси вăтам шкулне ылтăн медальпе пĕтернĕ пике ача чухнех тĕрлĕ ăмăртура хăйĕнпе пĕрле вĕренекен хĕрсене кăна мар, яшсене те çĕнтерме пултарнă. Университета вĕренме кĕрсен вунсаккăрти сатур та вăйлă хĕр аслă шкулăн спорт клубĕн ертÿçипе, хăйĕн ентешĕпе А.Атласкинпа паллашнă. Алексей Леонидович Олесьăна алă вăйне виçессипе тата тĕрлĕ снаряд йăтассипе кăсăкланма сĕннĕ. Вăл вара армспорта ытларах килĕштернĕ.

Сăмах май, О.Игнатьева 2012 çулта армспорт енĕпе ăмăртса тăван республикăн тата Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисен чемпионкин ятне çĕнсе илчĕ. Пĕлтĕр Олеся тата пысăкрах çитĕнÿсем турĕ - çуркунне Баку хулинче юниорсен ушкăнĕнче Европăра мала тухассишĕн иртнĕ турнирта çĕнтерсе ылтăн медале тивĕçрĕ, Литва тĕп хулинче пулнă тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçалхи çуркунне Белгородра Раççейри студентсен спартакиадинче абсолютлă чемпионка пулса тăчĕ.

Мас-рестлингпа вара пултаруллă спортсменка темиçе çул каялла кăна интересленме пуçланă. «Ку спорт хăйнеевĕрлĕ, кĕрешÿ мелĕсем те ансат. Юман патака пĕрремĕш хут алла илсенех кăмăла кайрĕ вăл мана. Пĕтĕм Раççейри турнирта унпа тĕплĕнрех паллашрăм, тупăшу вăрттăнлăхĕсене ăша хыврăм», - тет Олеся. Çавăнпах пулĕ хĕр ку спортпа туслашма шухăшланă, малашне ыттисене те явăçтарасшăн. Çак тĕллевпех вăл Адлерта иртнĕ ятарлă семинарта вĕренсе пĕлÿ илнĕ, ăмăртусем йĕркелеме ирĕк паракан сертификата тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра О.Игнатьева мас-рестлинга аталантарас енĕпе ĕçлекен республикăри пĕрремĕш специалист шутланать.

Паянхи кун çамрăк специалистпа унăн тусĕсем республикăра иртекен тĕрлĕ уявра çамрăксене арм-рестлингпа паллаштараççĕ, ку спорт çинчен каласа параççĕ, пултаруллисене аренăна тухса пăхма сĕнеççĕ. Хастарсем ăмăрту та, пысăккиех мар пулин те, йĕркелесе ирттерме пултарчĕç. Пĕрремĕшне Канаш районĕ йышăнчĕ. Хутшăнакансем нумаях пулмарĕç пулин те малашне вĕсен йышĕ ÿсессе шанас килет.

Петр СИДОРОВ

Рубрика: