Новости по теме

30 Юпа, 2015

Ырми-канми ĕçшĕн - наградăсем

Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ умĕн Правительство çуртĕнче ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агропромышленноç комплексĕн чи тăрăшуллă та хастар ĕçченĕсене наградăсемпе чысларĕ.

30 Юпа, 2015

Лимитран тухнăшăн - яваплăх

Вăрнар районĕн прокуратури бюджет саккунĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ май райадминистраци çирĕплетнĕ бюджет ассигнованийĕсен тата бюджет обязательствисен лимичĕн виçинчен иртсе муниципалитет контракчĕ тунине тупса палăртнă.

30 Юпа, 2015

«Ӳнер каçĕ» - харăсах темиçе çĕрте

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпех иртекен «Ӳнер каçĕ» тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене кăçал «Искусство пĕрлештерет!» чĕнӳпе хавхалантарать. Шупашкарта харăсах тĕрлĕ çĕрте ирттерме палăртнă «каç» Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче кăнтăрла иртни 14 сехетре пуçланать. Кунта Шупашкарти «Классика» юрă капеллин артисчĕсемпе сăн ӳкерттерме май пулĕ, 17 сехетре - Виктор Рязанцев ӳнерçĕпе тĕл пулма. Каçхи ултă сехетре Валентина Маслова аслисемпе ăсталăх сехечĕ ирттерĕ, ачасем вара çак вăхăтра хăйсем валли уйăрнă ятарлă вырăнта выляма, пуканесем ăсталама тата сăрлама-ӳкерме вĕренĕç.

30 Юпа, 2015

Çăкăр çитерекене мухтав!

Ял хуçалăхĕ республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Тĕрĕссипе, эпир пурте ялтан тухнă. Хула та ялсăр пурăнаймасть. Кашнин сĕтелĕ çинчи çăкăр - ял çыннин ырми-канми ĕçĕпе пулнăскер. Çавна май Чăваш Ен Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне çуллен сумлă паллă туни чăннипех вырăнлă.

29 Юпа, 2015

Шупашкарта Тайланд вĕрентекенĕсем

Пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе паллашас, тĕрлĕ çĕршыври шкулсем мĕнле ĕçленине пĕлес тĕллевпе учительсем вăхăтлăха ĕç вырăнĕпе улшăнаççĕ. Чăваш Ене Тайланд учителĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем Шупашкарти шкулсенче акăлчан чĕлхине мĕнлерех вĕрентнипе паллашаççĕ.

29 Юпа, 2015

Ăсталăх урокĕсем: çĕнĕлĕх, хăйне евĕрлĕх, кăткăслăх

Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул!
Эпир çĕрте çĕрсен те эсĕ юл.
Анне чĕлхи, эс тăванран тăван!
Санран та çывăххи кам пур-ши ман?

Çак сăвă йĕркисене вуланинчен пуçланчĕ те нумай пулмасть ЧР вĕренÿ институтĕнче иртнĕ тăван чĕлхепе вырăс чĕлхи учителĕсен ăсталăх урокĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - тăван чĕлхе вĕрентекенĕн профессийĕн хисепне тата ачасен пĕлÿ туртăмне ÿстересси.

Pages