Новости по теме

20 Юпа, 2015

«14 пин тенкĕпе çамрăк çынна ĕçлеттереймĕн»

Шалу тĕлĕшпе парăмлисене вара Михаил Игнатьев «машинисене сутма» сĕнет

Республика Пуçлăхĕ тунтикунсерен ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче Чăваш Енĕн кăçалхи 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн теми тĕпре пулчĕ те - ыйту анлине кура калаçу çивĕчленни ăнсăртран мар.

Ÿснĕ те, чакнă та

20 Юпа, 2015

Кăмăл пур-тăк - инвестицисем те пулĕç

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăлçи тата Урал округĕнчи регионсен должноçри аслă çыннисен заместителĕсем валли ирттернĕ вĕренÿ семинарĕнче тухса калаçнă.

20 Юпа, 2015

Туслă çыхăнусене вăйлатасшăн

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 15-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Итали делегацийĕн ертÿçине Джузеппе Триполие йышăннă. Вăл - Итали Экономика министерствин интернационализаци тата суту-илĕве вăйлатас тĕлĕшпе ĕçлекен тĕп дирекцийĕн генеральнăй директорĕ.

20 Юпа, 2015

Тĕрĕс çул çине тăтăмăр

Пушкăртри чăваш обществи кăçал пысăк утăм турĕ - чăвашсем пурăнакан вырăнсенче ултă автономи уçрĕ. Çакă ку республикăра чăваш наци культура автономине ПР РЧНКА йĕркелеме май пачĕ.

Пушкăртри чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсем малашлăхра хăйсен ĕç-хĕлне вăйлатма тĕллев лартаççĕ. Халăх тата вырăнти патшалăх органĕсемпе муниципалитет влаçĕн шанăçĕпе хисепне паха кăтартусемсĕр çĕнсе илеймĕн.

20 Юпа, 2015

Нимрен те страхламан страховка

Асăрханăр: суя ОСАГО полисĕсем сутаççĕ!

Тутарстанран килнĕ ултавçăсем Чăваш Ен автомобилисчĕсене суя ОСАГО полисĕсем тыттарса хăварнă. Шăнман пăр çине ларса юлнине çынсем кайран кăна пĕлнĕ.

20 Юпа, 2015

«Атя, лартса каятăп!»

Лайăх пĕлмен çын машинине ларма юрамасть тенине çак тĕслĕх питĕ лайăх çирĕплетет. Юрать-ха, ку хутĕнче ĕç-пуç пысăк инкекпе вĕçленмен...

Следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи пайĕ 25 çулти Шăнкăртам каччи тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Пăтăрмах вара май уйăхĕн 11-мĕшĕнче кăнтăр кунĕнчех пулнă. Çав кун ÿсĕр çамрăк машинăпа пынă май Тăрăн ялĕ çывăхĕнче çул хĕррипе утакан çынна асăрхаса чарăннă. 24 çулти хĕре вăйпах сĕтĕрсе илсе машинăна лартасшăн пулнă. Анчах тепĕр автомобиль çывхарни курăнса кайнă та - пуçтах кунтан пăрахса тарнă.

Pages