Ăсталăх урокĕсем: çĕнĕлĕх, хăйне евĕрлĕх, кăткăслăх

29 Юпа, 2015
Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул!
Эпир çĕрте çĕрсен те эсĕ юл.
Анне чĕлхи, эс тăванран тăван!
Санран та çывăххи кам пур-ши ман?

Çак сăвă йĕркисене вуланинчен пуçланчĕ те нумай пулмасть ЧР вĕренÿ институтĕнче иртнĕ тăван чĕлхепе вырăс чĕлхи учителĕсен ăсталăх урокĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - тăван чĕлхе вĕрентекенĕн профессийĕн хисепне тата ачасен пĕлÿ туртăмне ÿстересси.

Фестиваль кăçал саккăрмĕш хут иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăрта вĕрентекенсем Раççей субьекчĕсенче пухăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсем вара Мускавра ăмăртаççĕ.

Кăçал ăсталăх урокĕсем Шупашкарта, Питĕрте, Саранскра тата Нальчикре пулчĕç.

Тĕп хуламăрта хăйсен ĕçĕсене 2012 çулти çĕнтерÿçĕ Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Александр Марсович Степанов, 2010 çулти çĕнтерÿçĕ Алена Андреевна Ядрицова кăтартрĕç. Кăçал Мускава кайма тивĕçнĕ Светлана Вячеславовна Тяхмусова ŸШупашкар 43-мĕш шкулŸ, Валентина Павловна Ефимова ŸКуславкка, 3-мĕш шкулŸ тата Валентина Михайловна Иванова ŸКанаш районĕ, Сухайкасси шкулĕŸ те пухăннисене хăйсен урокĕсемпе паллаштарчĕç.

Презентаци хăйне евĕрлĕ те интереслĕ, çĕнĕ шухăшсенчен пуян пулмалла. Унсăр пуçне вăл вĕренекенĕн фантазипе пултарулăхне аталантарма пулăшмалла, ăна урока хавхаланса та çĕкленÿллĕ хатĕрленме, хутшăнма хистемелле.

Кашни урок тĕрлĕрен иртрĕ, тематики те вĕсен расна пулчĕ. Сăмахран, Александр Марсович хăйĕн презентацийĕнче çутçанталăка хÿтĕлесси, хисеплесси пирки калаçрĕ, çак темăпа çырнă сăвă-калавпа усă курса урока пуянлатрĕ. Уçăмлă та витĕмлĕ сăмахсем никама та айккинче хăвармарĕç, пурне те калаçăва хутшăнма хистерĕç.

- Пирĕн тĕп тĕллев вăл - вĕрентĕве интереслĕ меслетсемпе йĕркелесси, урока тĕрлĕ мел кĕртсе ачасене тăван чĕлхепе тата культурăпа кăсăклантарма хавхалантарасси, ăна юратма вĕрентесси, унран писме парас марри. Тĕслĕхрен, урокра тренинг мелĕсемпе информаципе коммуникаци технологийĕсене кĕртни, критикăлла шухăшлав технологийĕпе усă курма май пани вĕренме пулăшать кăна мар, кăсăкланăва та ÿстерет, - палăртрĕ учитель

Тĕрĕк ушкăнне кĕрекен чĕлхесене вĕрентекенсен Пушкăртстан, Тутарстан, Хакас тата Тыва республикисенчен ярса панă видеоуроксене курма та май пулчĕ. Педагогсем уроксене тĕрлĕ мелпе пуянлатнине кăтартрĕç çеç мар, пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашрĕç. Çакă вĕсене юратнă ĕçре çĕнĕлĕхсемпе усă курма пулăшĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.

Рубрика: