Новости по теме

28 Юпа, 2015

Халăхпа тĕл пулать

Паян РФ Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков полици генерал-майорĕ граждансене йышăнать.

Йышăну Шупашкар хулинчи Ленинград урамĕнчи 36-мĕш çуртра /Президент бульварĕ енчен кĕмелле/ иртет. 15 се-

хетре пуçланать. Черете маларах çак телефонсемпе - 8/8352/ 62-22-33, 62-22-55 - шăнкăравласа çырăнма пулать.

28 Юпа, 2015

150 çул - саккун хуралĕнче

Тук-тук-тук! Парăм пурри çинчен аса илтерсе алăкран шаккать суд приставĕ... Саккуна пăхăнманнине, яваплăха туйманнине патшалăх каçарма пултараймасть. Суд йышăну кăларни кăна çителĕксĕр, ăна пурнăçа кĕртмелле.

28 Юпа, 2015

«Асамлă чаршав»

Çак ятпа Хĕрлĕ Чутай районĕнче драма ушкăнĕсемпе халăх театрĕсен фестивалĕ пуçланнă. Ăна ку тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă çынсене - Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Ирина Садовниковăпа Николай Булаткина - халалланă.

28 Юпа, 2015

Çамрăксем ташлаççĕ

Хусанта хăйне евĕрлĕ ăмăрту иртнĕ: халăх ташшине юратакансем çĕршыв кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Унта хăйсен пултарулăхне Хусан, Чулхула, Мускав, Тюмень, Самар, Пенза, Шупашкар тăрăхĕнчен килнĕ 15 коллектив кăтартнă.

28 Юпа, 2015

Раççейĕн литература карапĕ

Чăваш наци библиотеки Пĕтĕм Раççейри «Чи вулакан регион» конкурса хутшăнать. Ăмăртури «Раççейĕн литература карапĕ» /Литературный флагман России/ хисеплĕ ята çĕнсе илме республикăри тĕп библиотека «Нарспи» поэмăна вулатпăр» сулмаклă акцие сĕннĕ. Конкурса чÿк уйăхĕнче пĕтĕмлетĕç, çĕнтерÿçĕсене NonFiction курав вăхăтĕнче чыслама палăртнă.

28 Юпа, 2015

Тăван çĕршывне ăсатнă

Чăваш Енри наркополицейскисем Анат Тагилтан килнĕ икĕ çынна тытса чарнă. Сăлтавсăр мар. Хайхискерсем республикăра хăйсен наркобизнесне аталантарасшăн пулнă: пирĕн тăрăхра синтетика хутăшĕсене сутма пуçланă.

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - "гастролерсем" республикăра темиçе уйăх ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Вăрттăн вырăнсене "синтетика" хура-хура хăварнă. Çапла майпа кĕсйисене самаях хулăнлатнă.

27 Юпа, 2015

«Атăл» вăйлисене пухрĕ

"Хыпар" турнирĕ Куславккара 32-мĕш хут иртрĕ

Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ турнира кăçал Куславкка районĕнчи «Атăл» спорт комплексĕ йышăнчĕ. Юратнă хаçатăмăр тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине халалланă спорт уявĕ яланхи пекех савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Ăна районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн преподавателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Морскова ертсе пыракан «Подсолнух» ташă ансамблĕ уçрĕ. Çамрăк артистсем куракансене «Сик, тух!» ташăпа савăнтарчĕç.

27 Юпа, 2015

Пур укçапа усă курманни - çылăх

"Ĕç нумай пулчĕ", - çапларах пĕтĕмлетрĕ иртнĕ эрнене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура. Тепĕр тесен кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă май çакă та палăрчĕ: çулталăк вĕçленсе пынă май çитес эрнесенче те ĕç нумай пуласси куçкĕрет.

Вăрах килчĕç, вăрахлăха килчĕç

27 Юпа, 2015

Кĕрсе тăчĕç - маскăпа???

Пĕри 19 çулта, тепри 41-ре - тĕрлĕ ÿсĕмре пулнине кура вĕсене пĕтĕçтерекенни нимĕн те çук пек. Пулнă çав - усал шухăшпа каварлашнă. Иккĕшĕ те çак кунсенче суд умне тăнă.

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - кăçалхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче каçхине Йĕпреç районĕнчи пĕр ялта çакскерсем хăйсен ялĕн çыннин килне пырса кĕнĕ. Ăна вĕлерессипе хăратнă, çак ялтах пурăнакан 48 çулти хĕрарăм пÿртне чÿречерен шаккама хушнă: «Вăл сана лайăх пĕлет - уçатех...» Ирĕксĕрех вĕсем ыйтнине пурнăçлама тивнĕ.

Pages