Новости по теме

3 Чÿк, 2015

Уяв кунĕнчи пенсие - маларах

Уяв кунĕнче почта тата Перекет банкĕ ĕçлеменнине шута илсе пенси валеçмелли чÿк уйăхĕнче графика улшăнусем кĕртнĕ.

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче тивĕçмелли пенсие Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче параççĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче валеçмелли пенси укçине Пенси фончĕ Раççей Перекет банкне чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче куçарнă. Кредит организацийĕ нухрата пенсионерăн счетне кĕртнĕ хыççăн ăна илме пулать.

Ытти банкра пенси тÿлемелли вăхăт уйăхăн иккĕмĕш вунăкунлăхне куçнă май тÿлев графикĕ улшăнмасть.

2 Чÿк, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн паллă халăх артисчĕпе, Раççей телевиденийĕн Академийĕн академикĕпе Леонид Якубовичпа тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн паллă халăх артисчĕпе, Раççей телевиденийĕн Академийĕн академикĕпе Леонид Якубовичпа тĕл пулнă. Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ сумлă хăнана регион Ертӳçи ырă сунса кĕтсе илнĕ, республика ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, пирĕн регион çинчен яланах ырăпа çеç аса илнĕшĕн тав тунă.

2 Чÿк, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Владимир Мышкин Шупашкарта Пăр керменĕнче Пĕтĕм Раççейри хоккей фестивальне торжествăлла пулăмра уçнă çĕре хутшăннă

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата халăхра паллă хоккеист – Европăра, тĕнчере темиçе хут та чемпион ята тивĕçнĕ спортсмен, Коккей  Лиги правленийĕн членĕ    Владимир Мышкин Шупашкарта Пăр керменĕнче Пĕтĕм Раççейри  хоккей фестивальне торжествăлла пулăмра уçнă çĕре хутшăннă. Ăмăртăва йĕркелекенсене Михаил Игнатьев саламланă, спорта аталантарма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Сире кура, ытларах халăх спорта явăçма шутлать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать», - тенĕ спортсменсене саламланă май регион Ертӳçи.

2 Чÿк, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе ăшшăн саламланă

Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе чӗререн саламланă. "Ҫак уяв пирӗншӗн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. Ха­лӑх пӗрлӗхӗ, вӑл пат­тӑр­лӑх кӑтартма хатӗр пулни хуть хӑш саманара та Тӑван ҫӗршывӑ­мӑ­рӑн мӑ­наҫ­лӑхӗн никӗсӗ шутланать.  Сире ăнăçусем, ырлăх-сывлăх ыррине çеç сунатăп», - тесе çырнă хăйĕн саламĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

2 Чÿк, 2015

Кашни хуçалăх шутра

ЧР Ял хуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх çыравне хутшăнакан мĕнпур обьекта палăртса хума ĕлкĕрнĕ. Вĕсен шутне 851 ял хуçалăх организацийĕ, 783 хушма хуçалăх, 3558 фермер хуçалăхĕ, 722 уйрăм предприниматель, ялта пурăнакансен 239097 хушма хуçалăхĕ, хуласенчи тата хула таврашĕнчи 33785 хушма хуçалăх, çавăн пекех 746 коммерци пĕрлĕхĕ кĕрет. Республикăри кашни районтах тата хуласен таврашĕнче ял хуçалăх çыравне ирттерес тата йĕркелес тĕлĕшпе комисси йĕркеленĕ.

2 Чÿк, 2015

Уяв Шупашкарта та, Элĕкре те иртĕ

2016 çулта Республика кунĕнчи тĕп мероприятисем Шупашкар хулинче тата Элĕк районĕнче иртĕç. Çакă муниципалитет пĕрлĕхĕсен социаллă пурнăçне тата экономика аталанăвне ырă витĕм кÿрĕ, инвесторсене илĕртĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн Указĕнче Элĕк районне ялсен общество инфратытăмне аталантармашкăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне памалли çинчен каланă.

«Эсир хăнасене кĕтсе илме хатĕр, район çыннисем те Республика кунне çакăнта йĕркелесшĕн», - тенĕ Михаил Васильевич Элĕкри тĕп клубра ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене уявпа саламланă май.

Pages