Новости по теме

29 Юпа, 2015

Ăсталăх урокĕсем: çĕнĕлĕх, хăйне евĕрлĕх, кăткăслăх

Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул!
Эпир çĕрте çĕрсен те эсĕ юл.
Анне чĕлхи, эс тăванран тăван!
Санран та çывăххи кам пур-ши ман?

Çак сăвă йĕркисене вуланинчен пуçланчĕ те нумай пулмасть ЧР вĕренÿ институтĕнче иртнĕ тăван чĕлхепе вырăс чĕлхи учителĕсен ăсталăх урокĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - тăван чĕлхе вĕрентекенĕн профессийĕн хисепне тата ачасен пĕлÿ туртăмне ÿстересси.

29 Юпа, 2015

Çамрăк талантсем

Чăваш кĕнеке издательстви регионсен хушшинче 5-мĕш хут иртнĕ «Чăваш кĕнеки. Çамрăк талантсем» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене ÿсĕме кура палăртнă. Вĕсене чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче чыслĕç.

29 Юпа, 2015

“Ылтăна” ывăлне халалланă

Юпа уйăхĕн 22-31-мĕшĕсенче Катар çĕршывĕнчи Доха хулинче хусканупа тĕрев енчен сусăр спортсменсен йышĕнче çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртет. Унта 100 çĕршыври 1300 яхăн спортсмен вăй виçеççĕ. Ăмăртура пирĕн ентеш медаль çĕнсе илнĕ.

Елена Свиридова /хĕр чухнехи хушамачĕ - Иванова/ 200 метрлă дистанцие 29,67 çеккунтра парăнтарса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ кăна мар, Европăри рекорда та çĕнетнĕ. Елена ку çĕнтерĕве пĕчĕк ывăлне халалланă.

29 Юпа, 2015

Ку та - ăнман ывăл

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ те кун йышши уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Ашшĕне хĕненĕшĕн тата вĕлернĕшĕн çак хулара пурăнакан 47-ри арçынна çирĕп режимлă колоние 9 çуллăха лартма йышăннă.

Уголовлă ĕç материалĕсемпе паллашсан акă мĕн паллă пулчĕ: кăçалхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕрле çак арçын, эрех ĕçсе самаях ÿсĕрĕлнĕскер, тăван ашшĕне тискеррĕн хĕненĕ. 80 çулти арçыннăн темиçе аяк пĕрчи хуçăлнă, алли-ури суранланнă. Кунпа та лăпланман путсĕр арçын - ашшĕне пăвса вĕлернĕ. Ĕç-пуçа тишкернĕ вăхăтра тискер преступлени тунă арçын ăна унччен те пĕрре мар хĕнени çиеле тухнă.

28 Юпа, 2015

Кире пуканĕ йăтасси - ал çемми кăна

ФОТОРЕПОРТАЖ Тимĕр вăййи хĕрсемпе яшсене спортпа туслашма хавхалантарать

Нумаях пулмасть Куславкка «Хыпар» турнирне йышăнчĕ. Атăл хĕрринчи хулара иртнĕ ăмăртăва 10 регионти вун-вун спортсмен хутшăнчĕ. «Атăл» спорт комплексĕ хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çак кунсенче ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Иван Красновăн ларма-тăма та вăхăт пулмарĕ: спортсменсемпе хăнасене йышăнса вырнаçтармалла; ăмăрту вăхăтĕнчи йĕркелĕхе тĕрĕслесе тăмалла; çав вăхăтрах район командине те хатĕрлемелле.

28 Юпа, 2015

Михаил Игнатьев встретился с депутатом Госдумы Федерального Собрания РФ Аленой Аршиновой

27 октября Глава Чувашии Михаил Игнатьев обсудил вопросы развития образовательной инфраструктуры и социально-экономической политики с депутатом, заместителем Председателя Комитета Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации по образованию Аленой Аршиновой.

28 Юпа, 2015

Халăхпа тĕл пулать

Паян РФ Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков полици генерал-майорĕ граждансене йышăнать.

Йышăну Шупашкар хулинчи Ленинград урамĕнчи 36-мĕш çуртра /Президент бульварĕ енчен кĕмелле/ иртет. 15 се-

хетре пуçланать. Черете маларах çак телефонсемпе - 8/8352/ 62-22-33, 62-22-55 - шăнкăравласа çырăнма пулать.

Pages