Кăтартусене лайăхлатма майсем пур
30 Oct, 2015 | Культура

Ĕнер Элĕкри Культура çуртĕнче районти ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне анлăн палăртрĕç. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Зала пухăннисене Элĕк районĕн пуçлăхĕ Владислав Волков ăшшăн саламларĕ. Район администрацийĕн ертÿçи Александр Куликов ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен 2015 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад турĕ. Производство индексĕ 102,5 процентпа танлашнине, çак ÿсĕме малта пыракан хуçалăхсем пысăк тÿпе хывнине пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев Элĕксене уявпа саламланă май районти АПК ĕçченĕсем кăçал аван ĕçленине, 2016 çулта кăтартусене татах лайăхлатассине шанса тăнине палăртрĕ.

- Шел те, эсир выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе унран продукци илессипе юлса пыратăр. Мĕншĕн кайăк-кĕшĕк фабрикине туса лартас мар? Çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ пулăттăр, - терĕ Михаил Васильевич. - Тырпул, пахча çимĕç управĕсене те çине тăрсах тумалла. Вара тупăш ытларах илеттĕрчĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

В.ВАЛЕНТИНОВ