Иккĕн вилнĕ...

30 Юпа, 2015

Тата тепĕр çын - касаматра. Çакă - вак-тĕвек кăна хирĕçÿ кăтартăвĕ. Ним сăлтавсăр тенĕ пек çуралнă тавлашу-харкашушăн çапла хаклă тÿлеме кирлехчĕ-ши?

Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕн 22 çулти çамрăкĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна çын сывлăхне асăрханмасăр вилмеллех йывăр сиен кÿнĕшĕн айăплаççĕ. Пăтăрмах вара юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхине пулнă. Çамрăксем Ураскилт ялĕн клубне пухăннă. Дискотека хыççăн çак ялăн 18 çулти çамрăкĕ тата кÿршĕри Выла ялĕн 20 çулти каччи хушшинче хирĕçÿ тухнă. Ÿсĕрскерсем тытăçсах кайнă. Шел те, ĕç-пуç çакăнпа кăна вĕçленмен.

Кĕçĕнни пăтăрмах çинчен хăйĕн пиччĕшне пĕлтернĕ. Лешĕ часах çитнĕ, кÿршĕ ялăн шăллĕне кÿрентернĕ йĕкĕтне питĕнчен чăмăрĕпе çапнă. Лешĕ ÿксе пуçĕпе асфальт çине тăрăннă. Пуç купташкине амантнăскере больницăна ăсатнă-ха, анчах медиксем тивĕçлĕ мерăсем йышăннă пулин те ăна çăлса хăварайман - каччă тепĕр кунне сывлама пăрахнă.

Ăна суран кÿнĕскере тытса чарнă. Следстви пырать. Анчах усалли çакăнпа кăна та вĕçленмест. Клубри хирĕçĕве сăлтавланă 18-ти çамрăк хăйĕн çине алă хунă. Хăйсен пахчинчи йывăç туратĕнчен вĕренпе çакăннăскерĕн виллине юпа уйăхĕн18-мĕшĕнче ирхине ашшĕ тупнă.

Н.НИКОДИМОВ.

Рубрика: