Капла хавхалантарни - саккунсăр

30 Юпа, 2015

Çапла пулмасăр! Коммерци организацийĕ ФСИНăн яваплă çыннине хавхалантарнă вĕт. Çынна ырă тăвас шутпа мар - пысăкрах услам илес тĕллевпе.

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури «Консалтгрупп» ОООра коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ те - «интереслĕ» саманта тăрă шыв çине кăларнă. Икĕ çул каялла тулли мар яваплă общество интересĕсене тĕпе хурса çак коммерци организацийĕн сотрудникĕ Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн юсанмалли 1-мĕш колонийĕн айăпланнисене ĕçе хăнăхтаракан центрĕн пурлăхпа тата техникăпа тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхне Максим Воронцова укçа панине çирĕплетнĕ. Куншăн Воронцов «Консалтгрупран» чĕртаварпа материалсем туянмалли килĕшÿсем тума шантарнă.

Çак тĕслĕхпе район прокурорĕ ООО тĕлĕшпе КоАПăн 19.28 статйин 1-мĕш пайĕпе /юридици вăйĕнчи тытăм ячĕпе саккуна пăсса хавхалантарни/ административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă. Суд ăна тишкерсе «Консалтгрупа» 1 млн тенкĕлĕх штрафланă.

Маларах вара çак «туслă çыхăнăвăн» тепĕр енне те явап тыттарнăччĕ - Максим Воронцова взятка илнĕшĕн айăпланăччĕ. Суд ăна 4 çул та 8 уйăхлăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă, 771 пин тенкĕлĕх штрафланă.

К.СТЕПАНОВ.

Рубрика: 
Автор: