Ырми-канми ĕçшĕн - наградăсем

30 Юпа, 2015

Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ умĕн Правительство çуртĕнче ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агропромышленноç комплексĕн чи тăрăшуллă та хастар ĕçченĕсене наградăсемпе чысларĕ.

Михаил Васильевич этемлĕх ĕçченлĕхе яланах хакланине палăртрĕ, "çавна май пирĕн паянхи тĕллев - çамрăксене ĕçе, ĕç çыннине хисеплеме вĕрентесси". Наградăсем вара - шăпах профессионализма, суйласа илнĕ ĕçе парăннине, чыса тивĕçнисем ялхуçалăха аталантарма хывнă тÿпене тивĕçлипе хаклани.

ЧР Пуçлăхĕ аграри секторне аталантарасси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ пулни çинчен каларĕ, ялхуçалăха, тирпейлекен промышленноçа аталантарас енĕпе пурнăçлакан ĕçсемпе, отрасль малашлăхĕпе паллаштарчĕ.

Наградăсене тивĕçнисен шутĕнче вара пĕтĕмпе 38 çын: Валерий Иванов тракторист, машинăпа ĕне сăвакан оператор Антонина Антонова, ялхуçалăх министрĕ пулнă, нумаях пулмасть Çутçанталăк ресурсĕсен министерствин тилхепине тытнă Сергей Павлов тата ыттисем. Михаил Игнатьев кашнинех алă тытса ырми-канми ĕçшĕн тав турĕ.

Рубрика: