«Ӳнер каçĕ» - харăсах темиçе çĕрте

30 Юпа, 2015

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпех иртекен «Ӳнер каçĕ» тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене кăçал «Искусство пĕрлештерет!» чĕнӳпе хавхалантарать. Шупашкарта харăсах тĕрлĕ çĕрте ирттерме палăртнă «каç» Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче кăнтăрла иртни 14 сехетре пуçланать. Кунта Шупашкарти «Классика» юрă капеллин артисчĕсемпе сăн ӳкерттерме май пулĕ, 17 сехетре - Виктор Рязанцев ӳнерçĕпе тĕл пулма. Каçхи ултă сехетре Валентина Маслова аслисемпе ăсталăх сехечĕ ирттерĕ, ачасем вара çак вăхăтра хăйсем валли уйăрнă ятарлă вырăнта выляма, пуканесем ăсталама тата сăрлама-ӳкерме вĕренĕç. Унтан академи капелли пурне те «Туссем, пĕрле юрлар!» ятарлă программăпа савăнтарĕ. Концерт хыççăн Валентина Иванова художник-модельер «Di-Art»модăпа стиль театрĕ кăтартĕ.

Чăваш наци библиотеки «Ӳнер каçĕнче» «Кино куратпăр - кĕнеке вулатпăр» киносейшн ирттерме палăртнă. Кунта 15.00 тата 17.00 сехетсенче «Бриллиантовая рука» ӲМосфильм, 1968Ӳ, «Алые паруса» ӲМосфильм, 1961Ӳ илемлĕ фильмсене кăтартма палăртнă. Киносейшн тĕлне библиотекăра паллă артистсем çинчен каласа паракан «Пирĕн кино легендисем» кĕнеке куравне йĕркеленĕ.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн «каçĕ» ыттисенчен ячĕпех уйрăлса тăрать: вĕсем пурне те «Ӳнер улахне» йыхравлаççĕ. Вăл каçхи ултă сехет çурăра «Чĕрĕ Сăмах» музыкăпа поэзи кăтартăвĕпе пуçланать. Иосиф Трер ертсе пыракан улахра «Чăваш хăвачĕ тĕнче ӳнерлĕхĕнче мĕн шайра тăни çинчен шухăшласа пăхма» Георгий Фомирякова, Олег Улангина, Татьяна Ильинана, Атнер Хусанкая, Марина Карягинăна, Микулай Балтаева, Владимир Яндуша тата ытти паллă çынсене чĕннĕ.

Тĕрлĕ çĕрте иртекен «Ӳнер каçĕсене» пĕрлештерекен тепĕр ырă пулăма та палăртса хăвармаллах - уява хутшăнма кăмăл тунисене «улаха» е «каçа» пурне те тӳлевсĕрех кĕртеççĕ.

Р.ПРОКОПЬЕВА.

Рубрика: