Р.ПРОКОПЬЕВА

31 Раштав, 2015

Литература çулталăкĕ тухăçлă иртрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççейри кĕнеке кăларакансен Ассоциацийĕнчен ŸАСКИ çыру килнĕ. Унта Ассоциаци Президенчĕ Константин Чеченев Михаил Васильевича Раççейри Литература тата республикăри К.Иванов çулталăкне Чăваш Енре тухăçлă ирттернине палăртса тав тунă.

Çитĕнÿсем куç умĕнче: Пĕтĕм Раççейри «Чи вулакан регион» конкурсра пирĕн Республика Федерацин малта пыракан суб<ектсен пĕрремĕш теçеткине кĕме пултарнă, «Çулталăкри чи лайăх кĕнекесем» ăмăртура Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсем сумлă Дипломсене тивĕçнĕ.

31 Раштав, 2015

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрремĕш съезчĕ

Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрремĕш сĕезчĕ иртнĕ.

Ăна йĕркелекенĕсем - Ульяновск облаçĕн Правительстви, Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви, Историпе культурăн Н.М.Карамзин ячĕллĕ ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ тата тĕрлĕ организаци йышĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш таврапĕлÿçисен союзĕ те.

Сĕездăн тĕп ларăвне Ульяновск облаçĕн Правительство ертÿçи Сергей Морозов хутшăннă, чи пултаруллă таврапĕлÿçĕсене чаплă лару-тăрура «Шапка Мономаха» премипе чысланă.

30 Юпа, 2015

«Ӳнер каçĕ» - харăсах темиçе çĕрте

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпех иртекен «Ӳнер каçĕ» тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене кăçал «Искусство пĕрлештерет!» чĕнӳпе хавхалантарать. Шупашкарта харăсах тĕрлĕ çĕрте ирттерме палăртнă «каç» Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче кăнтăрла иртни 14 сехетре пуçланать. Кунта Шупашкарти «Классика» юрă капеллин артисчĕсемпе сăн ӳкерттерме май пулĕ, 17 сехетре - Виктор Рязанцев ӳнерçĕпе тĕл пулма. Каçхи ултă сехетре Валентина Маслова аслисемпе ăсталăх сехечĕ ирттерĕ, ачасем вара çак вăхăтра хăйсем валли уйăрнă ятарлă вырăнта выляма, пуканесем ăсталама тата сăрлама-ӳкерме вĕренĕç.

Pages