"Кăмăл" ташши-юррипе пурте кăмăллă

20 Утă, 2015

Июль пуçламăшĕнче Коми Республикинче Пĕтĕм Раççейри халăх юррисен "Завалинка" XII фестивалĕ иртнĕ. Мордва, Карели, Пушкăртстан, Удмурт республикисенчен, Кировпа Кострома, Ленинградпа Новгород тата Архангельск облаçĕсенчен килсе çитнĕ 22 пултарулăх ушкăнĕ хушшинче чăвашсен "Кăмăл" фольклор ансамблĕ Гран-при çĕнсе илме пултарнă. Шупашкар районĕнче 2011 çулта Дина Кудряшова пуçарнипе йĕркеленнĕ çемье ушкăнĕ "Наци йăли-йĕркине чи лайăх пурнăçлакан" /Лучшее воплощение национальных традиций/ номинацире мала тухнă.

"Кăмăл" "Килесех килет" хăна юррине тата Куславкка тăрăхĕнчи такмаксене кăмăлтан шăрантарни пурне те килĕшнĕ. Мĕншĕн шăпах çав районта сарăлнă такмаксене суйласа илнĕ-ха ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачи-пăчи те, мăнукĕ-хурăнташĕ те, пиччĕш-йăмăкĕсем те туслăн çÿрекен çемье ансамблĕ? Ара, килйыш пуçĕ Куславкка тăрăхĕнчен тухнă чăваш-çке! Ахальтен мар жюри председателĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, паллă хормейстер Петр Сорокин уйрăмах çак ушкăн халăх йăли-йĕркине пуринчен те ăста кăтартнине палăртнă. Тăрăшни харама кайман: Коми Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ Анатолий Семенович Родов "Кăмăл" çемье ансамбльне çĕнтерÿçĕ-ушкăна тивĕçекен 50 пин тенкĕлĕх сертификат парса чысланă.

Савăнăçлă ку хыпара Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Григорьевна Лаврентьева пĕлтерчĕ. Çак çитĕнÿре вăл пай пуçлăхĕнче ĕçлекен Республикăри халăх пултарулăхĕн керменĕн тÿпи те пур-çке! Фестивале хутшăнмалли программăна йĕркелес тĕлĕшпе "Кăмăл" ушкăна Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕ Ирина Федоровна Яковлева пулăшнă, халăх йăли-йĕркине тĕрĕс кăтартса парас тĕлĕшпе - пултарулăх керменĕн методисчĕ Светлана Вячеславовна Тяхмусова. Шупашкар районĕн администраци пуçлăхĕ Георгий Иванович Егоров та айккинче юлман - инçе çула тухакансене укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Р.ПРОКОПЬЕВА