Ĕне усракансене укçа парĕç
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттерекен планеркăра Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев картишсене хăтлăх кĕртмешкĕн уйăрнă укçапа усă курас тĕллевпе халĕ те контракт туман муниципалитетсем пирки ÿпкелешсе калаçрĕ. Çак укçан пĕр пайне килти хушма хуçалăх тытса тăракансене сăвакан ĕнесене усранипе пулакан тăкаксене субсиди парса саплаштарма ярĕç.