Хушма койкăсем уçĕç

8 Çĕртме, 2020

Çимĕк вăхăтĕнче санитарипе эпидемиологи режимне пăсни пулман. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттерекен планеркăра Алла Салаева вице-премьер пĕлтерчĕ.

Олег Николаев республикăра пурăнакансене Çимĕкре масарсемпе чиркÿсене йышлăн кайма тăхтамалла текен чĕнĕве ăнланса йышăннăшăн тав турĕ.

Республикăра коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру çаплипех çивĕч-ха. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх — паянхи кун пациентсене стационарта сиплемешкĕн ирĕклĕ койкăсен фончĕ 19% çеç танлашать. Министр çывăх вăхăтра Шупашкар хулинчи «Çурçĕр поликлиникинче» тепĕр 150 койка уçассине систерчĕ. Вăл халăхăн пăлханмалла мар терĕ. Чир палăрăмĕсем пулсанах медицина пулăшăвĕ ыйтмаллине, медицина ĕçченĕ мĕнпе тата ăçта сипленмеллине палăртассине каларĕ.

«Компьютер томографĕсем пур учрежденисен çумĕнче амбулаторипе консультаци центрĕсем йĕркелерĕмĕр. Унта çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ пур пек туйăнакан пациентсем хăвăртах диагностика тухма, терапевтпа канашлама пултараççĕ», — палăртрĕ Владимир Степанов.

www.hypar.ru Фото rus.lsm.lv.

Рубрика: 

Комментари хушас